08 ноября 2013 г.
Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсем пахча çимĕçе нушаллă пуçтарса кĕртнине кура мухтав сăмахне кăна тивĕçлĕ. Шел, япăххи те аса килет çав. Çапах сăмахăм усса каятех тетĕп. Ĕмĕр пурăнса ирттернисем çын йăнăшĕсенчен вĕренме сĕннĕ-çке.
Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем каланă тăрăх, Чăваш Енри çĕрсемпе тухăçлă усă курас тĕлĕшпе, чăнах та, çитменлĕх сахал мар. Тĕрĕссипе, патшалăх çĕр надзорĕн пайĕ ĕçлеме тытăннăранпа çĕр саккунĕсене пăснă пĕрешкел тĕслĕхсене шута илеççĕ. Пуринчен ытла вара лаптăксенче çум курăк тата тĕм таврашĕ пĕтме пĕлменни калаçтарать. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви пĕлтернине шута илсен, пирĕн тăрăхра усă курман çĕр – 60 пин гектара яхăн. Инвентаризаци пĕтĕмлетĕвĕ çакна çирĕплетет: çум курăкĕ "ешерекен" çĕрсем Улатăр тата Канаш районĕсенче уйрăмах нумай. Улатăр тăрăхĕнче – 12,2 пин, тепринче –11 пин гектар. Управленин çĕнĕ тĕрĕслевĕ хыççăн Элĕк районĕнче те лару-тăру çăмăлах марри палăрнă – 8,5 пин гектар ытла. Шупашкар (6159,3 га), Хĕрлĕ Чутай (5095,96 га) районĕсем те çак списока тăсаççĕ теме юрать. Çак йышрах – Йĕпреç, Вăрмар, Куславкка, Етĕрне, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Вăрнар хутлăхĕсем. Тĕрĕссипе, пур районта та тенĕ пекех пур усă курман çĕр. Кунта "лидерсене" кĕртрĕм.
Асăннă ведомство специалисчĕсем кăçалхи 9 уйăхра кăна тĕрлĕ хыт-хура тапса тухнă 3,5 пин гектар тупса палăртнă. Лаптăксене йĕркеллĕ тытманран 124 çынпа административлă яваплăх пирки сăмахлама тивнĕ. Юридици вăйĕнчи – 4, должноçри тепĕр 4 çынна РФ Административлă йĕркене пăсни çинчен калакан кодексĕн 8.7 статйин 2-мĕш пайĕпе айăпланă.
Саккунсене уяман тĕслĕхсене куçран вĕçертмеççĕ инспекторсем. Штрафланипе кăна ĕç-пуç вĕçленмест-ха. Хуçисен çĕре йĕркене кĕртмелле. Лаптăксене акма юрăхлатмалла. Çакăн пирки 190 предписани панă. 4,5 пин гектар тĕлĕшпе.
Асăрхаттарусене шута илеççĕ. 2012 тата 2013 çулсенчи предписанисен шăпине тĕрĕсленĕ май 138-шне пурнăçлани палăрнă. Çакă – 979,5 гектар.
Апла пулин те, пур-ха хресчен алли çитеймен вырăнсем. Нумайăшĕ пайсемпе усă курма тытăнать. Çапах та çĕр патне чунĕсем выртман йыш та сахал мар. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ лаптăксене ахаль вырттарни пирки асăрхаттарнă хыççăнах хăшĕ-пĕри вĕсенчен хăтăлма пикенет. Сăмахран, пĕр обществăна икĕ районти 15 лаптăк харăсах кирлĕ мар пулса тăнă. 1,6 пин гектар Канаш районĕнчи – Ăвăспÿрт Кипеч, Янкăлч, Ухман тата Куславкка районĕнчи Кармăш ял тăрăхĕсен балансне куçнă.
Акционерсен тепĕр хупă обществи вара Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенчи 926,5 гектара харпăрлăхран кăларнă, пурĕ – 13 лаптăк.
Управленин 2011 çулхи йышăнăвне пурнăçламаншăн темиçе хут та административлă явап тыттарнă хыççăн Улатăр районĕнче пĕр агрофирма 7 лаптăкран "хăтăлма" шухăш тытнă. Халĕ çав 1098,4 гектар хуçи – Алтышево ял тăрăхĕн администрацийĕ.
Ятарлă техника, укçа-тенкĕ кăна мар, тар тăкас кăмăл çукки те хăш-пĕр лаптăка юрăхсăрлатать. Анчах ял тăрăхĕсене куçнă çĕрсене сухаласа акманшăн вырăнти администрацие явап тыттараймăн. Саккунсенче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене ял хуçалăх производствине тытса пыма хушса çырни çук. Çакă пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме кăткăслатать çеç.
Çынсен ку ыйтупа шухăш-кăмăлĕ улшăнмасан пулăхлă сий япăхса пырасси куç кĕрет. Тăпра пахалăхне упраса хăварас тата тавăрас тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçленĕ е пачах çакăн çинчен шухăшламан тĕслĕхсене çине-çинех тăрă шыв çине кăлараççĕ управлени ĕçченĕсем. Кăçалхи 9 уйăхра кăна 6,4 гектар çĕре япăхлатнине тĕпчесе пĕлнĕ, агрохими тĕпчевĕ ирттермен 76 лаптăка тупса палăртнă, юрăхсăрлатнă 11 гектар çинче вара рекультивацие пахалăхлă тата вăхăтра ирттермен. Кунсăр пуçне 6,7 гектар çинчи пулăхлă сие саккуна пăсса хырса илни куç тĕлне пулнă.
Пĕтĕмпе 401,3 пин гектара тĕрĕсленĕ май çĕр çинчен калакан саккуна пăхăнман 255 тĕслĕхе шута илнĕ.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
управлени ĕçченĕ.