08 ноября 2013 г.
Сызраньти çар авиацийĕн училищинчен кăçал икĕ чăваш каччи вĕренсе тухнă. Вĕсенчен пĕри – Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн воспитанникĕ А.Васильев. Ĕçпе çар мухтавĕн музейĕнче Артур аслă классенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕ. Вăл çар училищин пурнăçĕпе паллаштарчĕ, пĕр курсра вĕреннĕ тусĕсем çинчен каласа пачĕ. Артурпа юлташĕсене çар службине ирттерме тĕрлĕ чаçсене янă. Музей директорĕ К.Иванова, ачасем А.Васильева летчик пулса тăнă, лейтенант званийĕ илнĕ ятпа саламларĕç, çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Хăй вăхăтĕнче çак училищĕре Н.В.Гаврилов та вĕреннĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.