08 ноября 2013 г.
Н.Александрова Аслă Мамири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта пуçламăш классене Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнăранпа вĕрентет. Кĕçех çирĕм çул çитет. Кăçал вăл пĕрремĕш класа 6 ачана йышăнчĕ. Пĕчĕкскерсем ăна анне тесе чĕнменни кăна. Çакна Наталия Михайловна питĕ лайăх туять. Çавăнпа та хăйне савакансене тăван ачисем вырăннех хурать.
Н.Александрова – пĕрремĕш категориллĕ специалист. Ачасене çирĕп пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçре тунă çитĕнÿсемшĕн ăна Хисеп хучĕсем парса хавхалантарнă. Шкул директорĕн вĕренÿ тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ декрета тухнă пирки унăн ĕçĕсене туса пыма Наталия Михайловнăна шаннă. Хушма ĕçре вăл аванах ĕлкĕрсе пырать.
В.АЧЧА тексчĕпе сăн ÿкерчĕкĕ.