08 ноября 2013 г.
Ытлари кун район администрацийĕн пайĕсемпе службисен ертÿçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен черетлĕ анлă канашлăвĕ иртрĕ. Унта кун йĕркинчи ыйтусене тĕплĕн пăхса тухрĕç.
Халăха миграци сферинче "пĕр чÿрече" принципĕпе патшалăх пулăшăвĕсем парас тĕлĕшпе ведомствăсемпе çыхăнса ĕçлесси, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче граждансенчен регистраци тума (е учетран кăларма) кирлĕ документсене йышăнса вĕсене Раççей Федерацийĕн федераллă миграци службин управленийĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен уйрăмне çитересси çинчен уйрăмăн Шăхасанти территори пункчĕн эксперт специалисчĕ Л.Погайдак каласа пачĕ. Людмила Александровна кунта 14, 20 тата 45 çула çитсен çĕнĕ паспорт, ют çĕршыв паспортне 5 çуллăха илме, пурăннă çĕрте миграци учетне тăма пулăшни, консультацисем пани çинчен пĕлтерчĕ. Хăш-пĕр ыйтусене нумай тĕллевлĕ центр урлă татса пама , вĕсен пулăшăвĕпех 1-мĕш номерлĕ формăна хатĕрлеме пулать.
Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн культура секторĕн заведующийĕ Л.Арсентьева ялсенчи библиотекăсенче патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем парас енĕпе мĕнле ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ. Паянхи кун тĕлне районти 12 библиотека çакăн пек пулăшупа тивĕçтерет. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Лия Алексеевнăна ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ушкăнĕпе пулăшу парассине лайăх йĕркеленĕ кÿршĕ районсене кайса вĕсен опычĕпе паллашма тата мĕн курни-илтнипе хамăр районта усă курма сĕнчĕ.
Район администрацийĕн йĕркелÿ тата тĕрĕслевпе кадрсен ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Т.Владимирова пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи тăхăр уйăхра район администрацине тĕрлĕ ыйтупа 83 çын пынă, çыру янă. Пĕлтĕр çак тапхăрта 54 пулнă. Коммуналлă служба ыйтăвĕпе 22-ĕн килнĕ. Строительствăпа 18, пурнăç условийĕсене лайăхлатас енĕпе 16, вĕрентÿпе 6, социаллă пулăшу илессипе – 5, ытти енĕпе ыйтусем килнĕ. Коллективпа янă çырусем - 7. Пулăшу ыйтакансен пысăк пайĕ – Шăхасан çыннисем.
Ăвăспÿрт Кипеч, Энтрияль, Ямаш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.Иванов, А.Михайлов, В.Харитонов хутса ăшăтмалли сезона мĕнле хатĕрленни, ялсемпе вĕсенчи урамсене тирпей-илем кÿресси, суйлавçăсен наказĕсене епле пурнăçласа пыни, налук пухасси мĕнле лару-тăрура пулни, профилактика канашĕн ĕçĕ çинчен каласа пачĕç.
"Атăлçи экологи компанийĕ" тулли мар яваплă пĕрлĕх представителĕ Ю.Гурьянова çÿп-çап тиесе тухассипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ.
Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов канашлăва пĕтĕмлетсе пăхса тухнă çивĕч ыйтусем тăрăх тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушрĕ.
В.АЛЕКСЕЕВ.