06 ноября 2013 г.
Шыçă чирĕсенчен хĕрарăмсен кăкăр ракĕ уйрăмах анлă сарăлнă чир шутланать. Çĕр çинче çуллен çур миллиона яхăн çын çак мурпа аптранине тупса палăртаççĕ тухтăрсем. Рак чирĕн сăлтавĕсем паян никамшăн та вăрттăнлăх мар. Уйрăммăн илсен, кăкăр парĕсен шыçă чирĕ хĕрарăм организмĕнчи гормонсен шайлашулăхĕ пăсăлнипе çыхăннă. Кунта та хăйне евĕр уйрăмлăхсене шута илмелле.
Хĕрарăмăн ÿсĕмĕ. Кăкăр ракĕ 40-60 çулсенчи хĕрарăмсен ытларах тĕл пулать. Шăпах çак тапхăрта вĕсен организмĕнче гормонсен пысăк улшăнăвĕсем пулса иртеççĕ, климакс аталанать. Климакс – организмри йĕркеллĕ процесах, анчах та эндокрин системи улшăннипе гормонсен шайлашăвĕ пăсăлать.
Ар уйрăмлăхĕсем. Шыçă чирĕ ача çуратман, нумай хутчен хырăм пăрахнă, уйăх хушши ир (12 çул тултаричченех) килнĕ, 30 çултан иртсен кăна ача çуратнă, менопауза кая юлса пуçланнă (55 çултан иртсен) хĕрарăмсен ытларах аталанать. Ача çуратсан пепкене кăкăр çитермен хĕрарăмсен те рак пулас хăрушлăх пысăк.
Апатлану. Кăкăр ракĕ çуллă апат çиме кăмăллакан самăр хĕрарăмсен те пулма пултарать.
Ытти чир-чĕр витĕмĕ. Рак чылай чухне сахăр диабечĕпе, юн пусăмĕ пысăккипе, ар органĕсен вăраха кайнă чирĕсемпе аптракан хĕрарăмсен пулать. Психика пăсăлни шыçăсене хăвăртрах аталанма май парать.
Йăхран пыракан чирсем. Чир-чĕр йăхран йăха куçса пымасть, анчах вăл малашнехи ăрусен те пулма пултарас хăрушлăх пысăк.
Çакăнта илсе кăтартнă чирсенчен хăшĕ те пулин сире "çыпçăннă" пулсан хăраса ÿкме кирлĕ мар, мĕншĕн тесен вĕсем тÿрех рак патне илсе çитермеççĕ.
Кăкăр ракне профилактикăлас тесен хĕрарăм организмĕн ĕç-хĕлне пăсăлма памалла мар. Çакна мĕнле пурнăçламалла-ха; Тухтăр патне кайса сывлăхăра тĕрĕслеттерме ан ÿркенĕр.
Физикаллă тĕрĕслев – кăкăр парĕсене тĕрĕслени. Маммографи – кăкăр парĕсене рентген туса тĕрĕслеççĕ. Вăл пулăшнипе усал шыçăсем пуррипе çуккине палăртма пулать. Цитологи тĕпчевĕ туса кăкăр парĕсем çинчи иккĕленÿллĕ мăкăле йĕппе чикеççĕ, кайран вара çав мăкăлĕн клеткисене тĕпчеççĕ.
Хĕрарăм хăй те кăкăр парĕсен улшăнăвне асăрхаса тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна килте хăй тĕллĕнех тума пултарать. Иккĕленÿ çуралсан тăхтаса тăмасăр тухтăр патне каймалла. Вăхăта тăсса пыни сиен кăна кÿрет.
Чире мĕн чухлĕ маларах тупса палăртатăн, сиплев çавăн чухлĕ тухăçлăрах пулать.
Е.РОМАНОВ,
районăн тĕп больницин
онколог врачĕ.