06 ноября 2013 г.
Леша ун чухне пĕр пиллĕк-улттăсенче пулнă. Ашшĕ Николай Федорович, колхозăн склад заведующийĕнче ĕçлекенскер, çав кун фермăсене пусыпкă ăсатнă. Кăнтăр апатне килсен сĕтел хушшине вырнаçнă, арăмĕ антарса панă купăста яшкине çав тери юратса çинĕ. Ун умĕнче стена çумĕнче юморпа сатира журналĕнчен касса илнĕ "Кахал" ятлă ÿкерчĕк çакăнса тăнă. Арçын ача шĕвĕр пÿрне вĕçĕпе ашшĕн хывăхлă çăнăхпа вараланнă çурăмĕ çине çав ÿкерчĕке сунара тухнă кушак аçи пек шăп тăрса ÿкернĕ. Лешĕ, паллах, ывăлĕ тăрмашнине сиснĕ-ха. Ним те каламан. Йывăç чашăкри яшкана пĕр тумлам юлмиччен çавăрса хунă хыççăн ĕçе тухса утнă. Склада çитсен юлташĕсенчен пĕри сасартăк хыттăн кулса янă. Вăл пуçĕпе заведующин çурăмĕ еннелле сĕлтсен пурте ахăрма тытăннă. Николайăн çурăмĕ çинче "Кахал" тесе çырнă карикатура складра ĕçлекенсене кулăш хĕмĕпе хĕртсе янă. Ялта çак пулăм чылайччен асран тухман, Лешăпа ашшĕне курсанах тавралăх савăк кулăпа тулнă.
Леша Николаевăн инкĕшĕ Вăтапуç шкулĕнче техничкăра ĕçленĕ. Пĕчĕк тăванĕ валли вăл ачасем пăрахса хăварнă тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсене, альбом листисене илсе килнĕ. Арçын ача Александр Пушкин, Алексей Толстой юмахĕсенчи сăнарсене ÿкернĕ, сас паллисем çырма хăнăхнă. Шкулта вĕреннĕ чухне стена хаçачĕсене илемлетнĕ. Урокра вĕрентекенсен сăнĕсене шурă хут çине куçарнă, тăхтав вăхăтĕнче пĕр класра вĕренекенсен портречĕсене тунă.
– Аннен ашшĕ каскалама ăстаччĕ, ун пек платник, столяр таврара çукчĕ. Вăл чăваш тĕррипе илемлетнĕ савăт-сапана туянма инçетрен килетчĕç. Анне каланă тăрăх, унăн таланчĕ манра та пулнă. Пурнăç парнеленĕ хаклă çыннăм эпĕ художник пуласса чун-чĕрипе ĕненнĕ. Мухтанатчĕ вăл манпа. Шел, питĕ ир çĕре кĕчĕ, – терĕ манпа калаçакан Алексей Николаев.
Çулталăкран ашшĕ авланнă. Вун ултта кайнă ывăлне хырăма тăрантмалăх ĕçлесе илмеллине аса илтерсех тăнă. Ашшĕн хăнана килнĕ пиччĕшĕ, Иван, Лешăна хăйпе пĕрле Красноярск хулине илсе кайнă. Çур çула яхăн заводра ĕçленĕ хыççăн Çатăрка-Çырми каччи И.В.Суриков ячĕллĕ ÿнер училищине вĕренме кĕме документсем тăратнă. Тăватă çул вĕреннĕ вăл унта. Çамрăк художник-оформителе хулари "Пилот" кинотеатра ĕçлеме янă. Кунта вăл киноафишăсем хатĕрленĕ.
– Яла отпуска килсен ачаран туслă пулнă Петр Никитина куртăм. Пĕр-пĕрин пурнăçĕпе интереслентĕмĕр. "Итле-ха, Леша. Çитет сана Çĕпĕрте шăнса. Айта манпа Ленинграда. Пысăк хулара хăвна килĕшекен ĕç те тупма çăмăлтарах, шалăвĕ те начар мар", - терĕ. Вăл Ленинградри пурнăçа çав тери ырласа, илĕртсе каланине ытараймарăм – унпа пĕрле инçе çула тухрăм, - асаилĕвне малалла тăсрĕ Алексей Николаевич.
Нева çинчи хулана çитсенех Алексей амăшĕн аппăшĕн ывăлне шыраса тупнă. Семен çар тивĕçне кунта пурнăçланă. Кунтах хăй куç хывнă пикене качча илнĕ. Пĕррехинче хăнана пырсан Алексей унăн ача садне çÿрекен хĕрне юмахсенчи сăнарсене ÿкерсе панă. Савăнăçпа çиçекен хĕрача ÿкерчĕксене кукамăшне кăтартнă. Семенăн хунямăшĕ, Е.Лисова, Мухина ячĕллĕ ÿнер институтĕнче студентсене вĕрентнĕ. Екатерина Петровна А.Николаевăн ĕçĕсемпе паллашас кăмăллă пулнине пĕлтернĕ. Алексей ÿкерчĕксен тăватă альбомне кăтартнă. Часах чăваш каччине экзаменсăрах вĕренме илнĕ.
– Çурма ставкăпа строительсво организацине ĕçлеме вырнаçрăм, общежитине пурăнма куçрăм. Стипенди 32 тенкĕ паратчĕç, стройкăра 70 тенкĕ тÿлетчĕç. Çак укçа тытăнса тăма аран-аран çиткелесе пыратчĕ. Тăван килтен пĕр пус та килместчĕ. Тумтир кивелсе çĕтĕлчĕ. Иккĕмĕш курс пуçламăшĕнче чăтăм пĕтрĕ – вĕренме пăрахрăм, Ленинградпа сыв пуллашса пур-çук укçапа билет туянса Красноярска каякан пуйăс вакунне кĕрсе лартăм. Çĕмĕрле станцийĕнче темиçе чăваш арçынĕ кĕчĕ. Вĕсем Киров облаçне сезонлăха вăрман касма каяççĕ иккен. Хăйсем каланă тăрăх, уйăхне 180 тенкĕ ĕçлесе илеççĕ, вăрман касакансен пуçлăхĕ чăваш пулнине пĕлтерчĕç, – сăмахсен çăмхине малалла сÿтрĕ манпа калаçакан.
Çĕмĕрле çыннисенчен юлман Алексей. Вырăна çитсенех ентеш-пуçлăхпа тĕл пулнă. Вăл сĕннипе çывăхри икĕ ялти клубсене илемлетнĕ. Курăмлăх агитаци, лозунгсем, плакатсем, транспарантсем хатĕрленĕ. Çамрăк художник ячĕпе тав сăмахĕсене те шеллемен, укçа енчен те кÿрентермен. Киров облаçĕнчех А.Николаев эреш çапса кăларма, йывăçран тĕрлĕ кĕлетке, кÿлепе касса кăларма вĕреннĕ. Çак хăнăху каярахпа ăна Канашра питĕ кирлĕ пулнă. Кирек ăçта ĕçлесен те вăл илемлĕх пултарулăхне малти вырăна хунă, ăçта ту пулин курнипе усă курман, хăй шутласа кăларма тăрăшнă.
Çемье çавăрсан Алексей тăван ене таврăннă. 6-мĕш сторойуправленире, автоагрегат заводĕнче художник-оформитель пулса ĕçленĕ, икĕ пÿлĕмлĕ хваттер илнĕ. 1976 çулта Канашри механизациленĕ вăрман хуçалăхĕнче сувенир цехĕ уçăлнă. Унта Алексей ĕçлеме пуçласан ырă улшăнусем пулса иртме тытăннă. Вăл ертсе пыракан ушкăн çăкаран тăвар киллисем, чашăксем, кашăксем, чей, кофе ĕçмелли хатĕрсем ăсталанă. Токарь станукĕпе ĕçлесси, йывăç касса эрешлесси, çырасси унăн алли çумне хăвăрт çыпăçнă. Йывăçран тунă, пилĕк пайран тăракан, пĕр-пĕрин ăшне кĕрсе ларакан вырăс матрешкисем экспорта кайнă. Вĕсене Демократиллĕ Германи Республикинче те курма пулнă. Алексей Николаевăн тата унăн ĕçтешĕсен, вĕсенчен пĕри – унăн çывăх юлташĕ Олег Гетмин, ăсталăхĕпе тăрăшулăхĕн чапĕ нимĕçсем патне çитнĕ, Раççейре Чăваш Республики, унта вара Канаш ятлă хула пуррине пĕлтернĕ.
– Ун чухне эпĕ Красноярскраччĕ. Пĕррехинче паллакан хĕр патне завода кайрăм. Вăл лабораторире ĕçлетчĕ. Унта бетон хатĕрленĕ çĕре кĕрсе куртăм. Хытса çитейменскер тăм пекех çыпçăнчăклăччĕ. Çавăн хыççăн хытă пралуксемпе çирĕплетсе пысăках мар кĕлеткесем туса пăхрăм. Аванах пулчĕç, бетон хытса çитсен мăлатукпа та çапса ватма хĕнччĕ. Шăпах çакна тĕпе хурса Вăтапуç ялĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă çыннисене асăнса тимĕр-бетонран монумент ăсталарăм. Ялав евĕрлĕ палăк çÿллĕшĕ 9 метр, унпа юнашар – çĕнтерÿçĕ-салтак. Пилĕк кĕтеслĕ постамент тавра Вăрăмпуçĕнче çуралса ÿснĕ, Тăван çĕршыва хÿтĕлесе паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ 150 салтакăн ятне-шывне касса кăларнă. Ялти ватăсем тĕл пулмассерен чĕререн тухакан ăшă та ырă сăмахсемпе тав тăваççĕ. Паллах, çак сăмахсене илтме евĕклĕ, кăмăллă, хамăн ентешсемшĕн манăçми, ĕмĕр асăнмалăх ĕç тунăшăн чун хĕпĕртет, – терĕ А.Николаев.
Алексей Николаевич хулари культурăпа кану паркĕнче 1997-2000 çулсенче художник ĕçĕсене туса пынă. Вăл хатĕрленĕ стендсем, панносем, курăмлăх агитаци умĕнчен халăх татăлма плмен. Йывăçран юмахсенчи сăнарсене касса кăларнă, вĕсене куçа тÿрех курăнакан вырăнсене вырнаçтарнă, киввисене çĕнетсе тăнă. Паркри йывăç кĕлеткесен виççĕмĕш пайне унăн алли ăсталанă. Çав кÿлепесем парка пыракансене, уйрăмах вĕтĕр-шакăра илемĕпе илĕртнĕ.
Хальхи ĕмĕр пуçламăшĕнче Канаша Мускав художникĕ килнĕ. Вăл Алексее тĕп хулана чĕннĕ, йывăç касса эрешлекенсен ĕçне сĕннĕ. Унта пирĕн ентеш ача-пăчан вăйă вырăнĕсене, шкулсен, ача сачĕсен картишĕсене юмахсенчи сăнарсемпе капăрлатнă. Кĕлеткесен çÿллĕшĕ пĕр метртан пуçласа виçĕ метр таран пулнă. "Бауманская" метро станцийĕнчен инçех мар А. С.Пушкин яшлăх çулĕсенче вĕреннĕ лицей умĕнче халĕ те аслă поэтăмăрăн юмахĕсем тăрăх калăпланă хаваслă кĕлеткесем иртен-çÿрене илĕртсе лараççĕ. А.Николаев Мускавра пултарулăхне дизайнера вĕренсе пуянлатнă.
Кашни çулах Çĕнĕ çул уявĕ умĕн хулан тĕп лапамĕнче ача-пăчана савăнтарса Хĕл мучипе Юр пике кĕлеткисем ÿссе лараççĕ. Вĕсене Алексей Николаевич юртан тăвать. Ăшă шыв сапнипе юр чăмаккаланать. Сивĕпе вăл хăвăрт пăрланса ларать. Çанталăк самаях сивĕ чухне çакăн пек материалтан хитре кĕлеткесем тума çăмăлах пулман. Канаша тирпей-илем кĕртнĕ чухне А.Николаевăн чечек лартса ÿстермелли вазонĕсемпе усă курнă. Вĕсене хула паркĕнче, Ленин проспектĕнче, универбаза, "Данис" тата "Мираж" лавккасен, регистраци палатин тата техника инвентаризацийĕн бюровĕн çурчĕсен умĕнче тата ытти вырăнсенче курма пулнă.
Алексей Николаевич ăсталанă палăксем, фонтансем, йăваласа, касса тунă кÿлепеллĕ сăнарсем Шупашкар аэропортĕнче, Комсомольски, Йĕпреç, Елчĕк районĕсен центрĕсенче те пур. Комсомольски, Патăрьел районĕнчи Первомайски ялĕнчи чиркÿсем валли турăшсем çапса кăларнă. Вăл 26 кĕнекене ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Вĕсен шутĕнче – А.Плотниковăн "Страница памяти Канаша" аса илĕвĕ, Э.Патмарăн фольклор, Ю.Ксенофонтовăн анекдотсен пуххисем тата ытти те. Нумаях пулмасть Канаш вокзалĕн территорийĕнче Шăхран станцийĕ 120 çул тултарнă ятпа монумент палăк çĕкленчĕ. Тавçăрса илтĕр пулĕ ĕнтĕ, унăн авторĕ – А.Николаев.
А.Николаев – Чăваш Республикин алăсталăх тата суту-илÿпе промышленность палати çумĕнчи гильдин членĕ. Унăн ĕçне тĕрлĕ наградăпа палăртнă. Алексей Николаевич тивĕçлĕ канура пулин те юратнă ĕçне пăрахмасть. Турă панă пултарулăхĕпе çынсене савăнăç кÿрет.
В.АЧЧА.