АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунта ялан таса та тирпейлĕ

06 ноября 2013 г.

Кунта ялан таса та тирпейлĕ

 

Канаш автовокзалне автобусĕ те, газелĕ те килех тăраççĕ, кунтан тухса каякансен шучĕ те сахал мар, вĕсен хушшинче республика тулашне çул тытаканнисем те пур. , Автовокзалти залсенче тата унăн территорийĕнче таса та тирпейлĕ пулни пассажирсен, кунне вĕсен хисепĕ 3,5 пин çурăран та иртет, кăмăлне çĕклет, сÿреклĕх, ывăнни туххăмрах таçта кайса кĕрет. Çакăн пирки ытларах Раççейĕн тĕрлĕ хулине Канаш урлă çÿрекен маршрутсенчи пассажирсенчен илтетĕн.

Вокзалти хăтлăха, тасалăха тытса тăракансем вун иккĕн. Залсемпе ĕç пÿлĕмĕсене тасатакансем çиччĕн, территорине пил-лĕкĕн шăлаççĕ. Икĕ кун 12-шер сехет ĕçлесе икĕ кун канаççĕ. Нумаях пулмасть автовокзалта пулса пĕр сменăрисене сăн ÿкерма май килчĕ. Вокзал ăшчиккине таса сăн кĕртекеннисем (сулахайран сылтăмалла) – Надежда Викторова, Елена Васильева, Татьяна Павлова тата Светлана Филиппова, картишĕнчи тирпейшĕн яваплисем – Алевтина Никитинăпа Валентина Алексеева.

В.АЧЧА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика