АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыс-хисеп çĕнсе илнĕ

01 ноября 2013 г.

 Пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă çынна эпир пысăка хурса хаклатпăр. Чунпа килĕштерсе суйласа илнĕ профессие алла илни çеç мар, çак ĕçре чылай çул вăй хурса чыс-хисеп çĕнсе илни – чăн-чăн телей, савăнăçпа мăнаçлăх палли. Çак тивлет пурнăçа савакансене, ун илемне туякансене ытларах пырса тивет.

Шăпах çакнашкал çын тесе калас килет Катек вăтам шкулĕнчи Алевтина Кузьминична Германова вĕрентекен пирки. Çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ парас тесе çак шкулта 33 çул тăрăшать вăл.

Алевтина Кузьминична (хĕр чухне Васильева хушаматлă пулнă) 1958 çулхи чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Карăклă ялĕнче нумай ачаллă туслă çемьере çуралнă. Ашшĕ, Кузьма Васильевич, амăшĕ, Ольга Никитична, колхозра вăй хунă. Ачалăхĕ çăмăлах пулман Альăн. "Нуша урапипе вăрмантан утă, вутă сахал мар сĕтĕрнĕ. Кукамай хĕвелпе пĕрле вăратса çырлана, кăмпана илсе çÿретчĕ. Ирхи сывлăмпа пилĕк таран йĕп-йĕпе пулаттăмăр. Вăл мана кайăк сассине уйăрма вĕрентетчĕ, курăксемпе паллаштаратчĕ. Çут çанталăка юратасси çакăнтан пуçланчĕ те пулĕ", – аса илет педагог.

Вĕренÿре хастар та пуçаруллă хĕре вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн тăван шкулах вожатăй пулса ĕçлеме хăвараççĕ. Ачасен тавра курăмне аталантарас тесе Алевтина Кузьминична час-часах походсем, экскурсисем йĕркелет. Амăшĕн, Ольга Никитичнăн, педагог пулас ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тесе хĕр 1977 çулта Шупашкара И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрет. Çут çанталăкри пулăмсене тĕрĕс сăнама пĕлни, тăван тавралăха таса туйăмпа юратни Алевтина Кузьминичнăна хăй кăмăллакан профессие суйласа илме пулăшать: 1983 çулта вăл биолог пулса тăрать.

1980 çулта Алевтинăн пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă: çамрăк мăшăр, Валерий Кирилловичпа Алевтина Кузьминична Германовсем, ялта тĕпленнĕ хыççăн учительница Катек вăтам шкулĕн пысăк çемйине килсе кĕрет, ачасене географи тата биологи предмечĕсене юратма хăнăхтарать. Чĕрĕлĕх, темăсене пурне те ăнланмалла, ансат чĕлхепе ăнлантарса парасси – педагогăн палăрăмлă енĕсем. Пĕрремĕш категориллĕ учитель урок ирттернипе çеç çырлахса лармасть, пуян опычĕпе ĕçтешĕсене паллаштарас тĕллевпе район тата республика шайĕнче иртекен меслетлĕх фестивалĕсене тăтăшах хутшăнать.

Вĕрентекен коллективăн обществăлла пурнăçĕнче те хастар. Çулленех вăл ĕçтешĕсене, вĕренекенсене Раççей çĕршывĕн тĕрлĕ кĕтесне çул çÿреве илсе тухать. Вăл тăрăшнипех Катек ачисем Чулхулана, Йошкар-Олана, Пăлхар хулине, Болдинăна, Шереметьев керменне çитсе курчĕç. Юрра-ташша та ăста педагог, сцена çинчи пултарулăхĕпе пĕрле ĕçлекенсене те, ял çыннисене те час-часах савăнтарать. Хăйĕн вĕренекенĕсене учитель конкурссене, тĕрлĕ шайра иртекен олимпиадăсене, тĕпчев ĕçĕсене явăçтарать. 2012 çулта, сăмахран, республика олимпиадин районти тапхăрĕнче 5 ача призер пулса тăнă.

– Пĕлÿ парассине воспитани ĕçĕпе тачă çыхăнтармасан çитĕнÿ тăвасси пирки шухăшлани те кăлăхах. Шкул ачи кашни урокрах хăйĕн тавра курăмне анлăлатма тăрăшнисĕр пуçне малашнехи пурнăçра кирлĕ пулакан ырă хăнăхусем илме пултартăр, – тет вĕрентекен.

Çĕре, çут çанталăк илемне, этем тивĕçне тасан упраса хăварасси – учителĕн тĕп тĕллевĕ. Çулсерен иртекен "Йывăç ларт та сыхласа хăвар", "Таса çырансем" тата ытти экологи акцийĕсене хутшăнассине йĕркелесе пырать Алевтина Кузьминична. Шкул çумĕнчи, ялти Культура çурчĕ çумĕнчи, ял варринчи Асăну аллейи ешернинче, çуркунне тата кĕркунне ял урамĕсене çÿп-çапран тасатас ĕçре унăн тÿпи пысăк.

Ĕçри пысăк çитĕнĕвĕсемшĕн А.Германова Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин Хисеп грамотине, "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ.

Виçĕ ачана çутă кун панă Германовсем. Улми йывăççинчен аякка ÿкни хăçан пулнă; Хĕрĕсем Ольăпа Людмила ашшĕ-амăшĕн çулне суйласа илнĕ. Германовсен учитель династийĕнче 18 çын, йăхри педагогика стажĕ 300 çултан та иртет.

Хисеплĕ юлташăмăртан, ĕçтешĕмĕртен, наставникрен вĕренмелли чăнах та нумай. Хăйне тытма пĕлни, кашни сăмаха шухăшласа калани, яланах пулăшма хатĕрри ыттисене те çапла пулма хистет.

З.ЛЕОНТЬЕВА, З.ПЕТРОВА вĕрентекенсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика