АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлав активĕпе вĕренÿ иртрĕ

01 ноября 2013 г.

 Малашлăхри пĕр-икĕ çулта çĕнĕ суйлавсем палăртман-ха, апла пулин те Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ, территори суйлав комиссийĕ вăхăт пуррипе усă курса участоксенчи суйлав комиссийĕсен членĕсене çак яваплă тапхăра маларах хатĕрлеме шутланă. Ытлари кун район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче участоксенчи комиссисен председателĕсемпе тата секретарĕсемпе вĕрентÿ иртрĕ. Унта суйлав ирттерессипе çыхăннă нормативлă документсене çĕнĕрен пăхса тухрĕç, суйлав çинчен калакан саккуна кĕртнĕ улшăнусемпе паллашрĕç. Малашне пĕтĕм çĕршывĕпех пĕрлехи суйлав кунĕ сентябрь уйăхĕн пĕрремĕш вырсарни кунĕнче пулать.

Семинара территори суйлав комиссийĕн председателĕ Лия Арсентьева ертсе пычĕ. Вĕрентÿ ирттернĕ çĕре çавăн пекех районти суйлав комиссийĕн секретарĕ Елена Леонтьева, "Гасвыборы" электронлă системăн администраторĕ Татьяна Семенова хутшăнчĕç. Вĕсем участоксенчи суйлав комиссийĕсен сасăлавччен пĕр кун маларах тата сасăлав вĕçленсен хăйсен ĕçне мĕнле йĕркепе пурнăçламалли, суйлав агитацийĕн уйрăмлăхĕсем, комисси членĕсен прависем çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕç.

И.ИЛЬИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика