01 ноября 2013 г.
Канашри тавра пĕлÿ музейĕнче политика репрессийĕсен инкекне тÿснисене асăнчĕç. Унта хулапа район представителĕсем пуçтарăнчĕç. Тĕл пулăва хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Л.Иванова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров, хулапа район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева хутшăннă, сăмах каланă. Вĕсем репресси "авăрĕнче" пурнăçран уйрăлнисен сăваплă ячĕсене ялан сума суса асра тытма чĕнсе каларĕç.
Пирĕн республикăра тĕпчевçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, 60 пин çынна пуç янă. Чылайăшне çын прависĕр хăварса кил-йышĕнчен уйăрса йывăр ĕçсене тума инçете ăсатнă. Нумайăшĕн çулĕ каялла выртман.Районта таса ячĕсене тавăрнă 34 гражданин пурăнать. Репрессиленисем хушшинче чиркÿ çыннисем те сахал мар пулнă. Канашри Никольски чиркĕвĕн иеротиекĕ, Канаш епархийĕн миссионерĕсен уйрăмĕн председателĕ Иосиф Чăваш Енте православи тĕнне сарнăшăн инкек тÿснисене халалланă "Синодик Чебоксарско-Чувашской епархии" кĕнекене презентациленĕ. Вĕсене пурне те судпа айпланă, пурте тенĕ пекех асапа тÿсеймесĕр пурнăçран уйрăлнă. Хăшне-пĕрне вырăс православи чиркĕвĕн çветтуйĕсен йышне кĕртнĕ. Пĕр пайĕн таса ячĕсене тавăрнă. Кĕнекере тĕрлĕ çулсенчи сăнÿкерчĕксем, документсем нумай. Иосиф атте политика репрессийĕне пула инкек тÿснисене асăнса литурги ирттернĕ.
Тĕл пулура педагогика колледжĕн студенчĕсем тата Канаш районĕн артисчĕсем илемлĕ юрă-сăвăпа килти евĕр ăшă атмосфера тунă.
А.Витальев.