01 ноября 2013 г.
Ытлари кун район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче Украинăран килнĕ хăнасем "чĕрĕ" концерт лартрĕç. Чăваш наци конгресĕн черетлĕ 8-мĕш съездне Киевран делегат пулса килнĕ Надежда Лисоваяпа Юрий Половецкий район администрацийĕнче йĕркеленĕ тĕл пулăва хутшăнчĕç. Çакна та палăртмалла, вĕсене мухтавлă Çеçпĕл çуралса ÿснĕ Канаш çĕрĕ çине "Канашсем" ентешлĕхĕн ертÿçи Анатолий Кипеч илсе килнĕ. Тĕл пулăва Çеçпĕлĕн çывăх тăванĕ Канаш хулинче пурăнакан Тамара Петровна Кузьмина, Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕн директорĕ Антонина Андреева, Çеçпĕл ялĕнчен тухнă паллă çынсем хутшăнчĕç.
Надежда Лисовая Киев хулинче пурăнакан чăвашсен обществăлла организацине ертсе пырать. Вăл Çеçпĕл Мишшин кун-çулĕпе тачă çыхăннă Остерпа Киев хули хушшинчи туслă çыхăнусене йĕркелесе пыракансенчен пĕри тесен те тĕрĕсех. Надежда Ивановна тăрăшнипех Остерта М.Кузьмин-Çеçпĕле асăнса лартнă йывăç палăк вырăнне çĕнни, чапли вырнаçтарнă.
Н.Лисовая, А.Кипеч каланă тăрăх, строитель специальноçне алла илнĕ. Анчах юрă-ташă ăсталăхĕ те уншăн ют мар. Вăл Украина çĕрĕ çинче чăваш юррисене юрлакан ушкăн йĕркелесе яма пултарнă. Юрий Половецкийпе, вăл украин çынни, иккĕшĕ чăваш юррисене инструментсемпе каласа юрлаççĕ.
– Эпĕ чăвашла пĕлместĕп, анчах мана чăваш юррисенче мĕн çинчен каланине ăнлантарса парсан вĕсем ман чуна пырса тивеççĕ. Эпĕ вĕсене чĕререн юратса юрлатăп. Акă, сăмахран, "Анне тесен" юрра пула эпĕ чăваш юррисене, вĕсен çепĕçлĕхне, тарăн шухăшне ăнланса юратма пуçларăм, – тет Ю.Половецкий юрăç.
Н.Лисовая вара чăвашла пĕлет, калаçать те. "Эпĕ Украинăра пурăнакан чăваш çынни. Атте-анне те чăвашсем. Кокшайск çывăхĕнче çуралса ÿснĕ. Чăваш çĕрне килсе çамрăксем чăвашла калаçнине илтрĕм те чунтан хĕпĕртерĕм. Тăван чĕлхепе калаçмала. Хамăр юрлакан юрăсем урлă мĕнпур Украина халăхне чăвашсем çинчен каласа парс килет", – тет Надежда Ивановна.
Украина халăхĕн вилĕмсĕр поэчĕ Тарас Шевченко 150 çул каялла çырнă "Эп вилсен мана пытарăр..." сăвăпа çырнă юрра Ю.Половецкий украинла, вырăсла, чăвашла, акăлчанла шăрантарчĕ. Чăнах та, интереслĕ, хăйне евĕрлĕ концерт пулчĕ. Çав кунах вĕсем хăйсен пултарулăхне Канашри ача-пăча музыка шкулĕче кăтартрĕç.
И.ИЛЬИНА.