АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пин çурă ача хутшăннă

30 октября 2013 г.

 Район территорийĕнчи оперативлă лару-тăрăва тишкерни çул çитмен çамрăксем тунă преступленисен шучĕ 60 процент нумайланнине кăтартса панă. Пĕлтĕр ачасем 15 преступлени тунă пулсан, кăçал çак цифра 24 çитнĕ. Вăрласси икĕ хут ÿснĕ, çынна тапăннă, çаратнă тĕслĕхсем те нумайланнă. Ытларах чухне 14-18 çулсенчи ачасем йĕркене пăсаççĕ. Виçĕ çамрăка икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарса воспитани паракан колоние ямалла тунă.

Çул çитменнисем хушшинче экстремистла идеологине вăй илме парас мар, ачасем çул çинче аманассине профилактикăлас тĕллевпе сентябрĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 23-мĕшĕччен район территорийĕнче "Полици тата ачасем" акци иртрĕ. Ăна ирттернĕ çĕре полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем, ГИБДД инспекторĕсем, район администрацийĕн çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссин специалисчĕсем хутшăнчĕç.

Акци вăхăтĕнче районти 30 шкулта тата ял ачисем нумай вĕренекен хулари професси училищисенче право темипе калаçусем йĕркеленĕ, саккунсене, çул-йĕр правилисене ăнлантарса панă. Çамрăксене сывă пурнăç йĕркипе туслаштарас тĕллевпе ирттернĕ мероприятисене пин çурă ача хутшăннă.

И.ПАВЛОВА,

çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор,

полици капитанĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика