30 октября 2013 г.
Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Канаш хулинчи ачасен пултарулăхне аталантарас енĕпе ĕçлекен çуртра "Хăрушсăрлăх академийĕ" республика шайĕнчи вăйă-конкурс иртрĕ. Унта хулапа районти шкулсенче вĕренекен 9-10 çулсенчи çамрăк инспекторсем пуçтарăнчĕç. Çак ăмăрту çулсеренех кĕркунне иртет.
"Хăрушсăрлăх академине" Чăваш Енри ГИБДД Управленийĕ тата Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви йĕркелесе ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ: ачасене çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисемпе тĕплĕнрех паллаштарасси тата автоинкексене сирсе ярасси.
Çÿлерех асăннă вăйă конкурса хуларан – 10, районтан 7 шкул хутшăнчĕç. Вĕсем ушкăнсем çине пайланса тĕрлĕ номинацисенче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Вăтакас Татмăш шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекенсем (ертÿçи Надежда Кондратьева) "Çул-йĕр философĕсем" ăмăртура пĕрремĕш пулчĕç, Ухманти шкулта виççĕмĕш класра вĕренекенсен те (ертÿçи Альбина Петрова) пĕрремĕш вырăн пур, вĕсем çул-йĕр правилисене чи лайăх пĕлессипе палăрнă. Шăхасан шкулĕнче тăваттăмĕш "б" класра вĕренекенсем (ертÿçи Ирина Крылова) команда шучĕпе пĕррмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çамрăк инспекторсене парнесем тата пылак çимĕçсем парса хавхалантарнă.
Д.ГУСЕВ,
РФ ШĔМĕн районти ГИБДД пайĕн начальникĕ.