АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕле мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ

30 октября 2013 г.

 Район администрацийĕн агропрмышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалистĕнчен С.Васильевран, Канашри ветеринари станцийĕн специалистĕнчен Л.Даниловăран тата участоксенчи ветеринари врачĕсенчен тăракан комисси районти темиçе хуçалăхра выльăхсене хĕллехи тапăхра мĕнле куçарнине тĕрĕсленĕ.

Чи малтан Ю.Михайлов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулнă. Вăл 50 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытать, 22-ĕшне сăваççĕ. Вĕсене хĕллехи рациона куçарнă. "Исток" тулли мар яваплă пĕрлĕхре пĕтĕмпех хĕле хатĕр. Витесене ăшă тытмалла тунă.

"Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕхре ĕне тата пăру витисене тĕпрен юсанă, стенасене шуратнă. Сăвакан ĕнесем 80. Мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ 250.Рациона выльăх апачĕлĕх патока, минераллă хутăш кĕртнĕ. Пăру витисенчи микроклимата санитари енчен лайăхлатма алăк умĕсене извеç сапнă. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхе хĕллехи тапхăра куçарма мероприятисем ирттерме сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Çакă районти ытти хуçалăхсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика