АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хальхинче те эпир çĕнтертĕмĕр

30 октября 2013 г.

Хальхинче те эпир çĕнтертĕмĕр

 Вырсарни кун Канашри "Локомотив" физкультурăпа спорт комплексĕнче çар тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă Р.Желудкин подполковника асăнса кире пуканĕ йăтакансен турнирне ирттерчĕç. Ăмăртăва 10 команда хутшăнчĕ. Вĕсен хушшинче Шупашкартан килнисем те пулчĕç. Турнира С.Калашников тĕп судья уçрĕ. Р.Желудкинăн ашшĕпе амăшĕ, хăнасем сăмах каларĕç, паттăр офицер çинчен ÿкернĕ фильма кăтартрĕç.

Çивĕч кĕрешÿре Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн çамрăк спортсменĕсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Канаш хулинчи 5-мĕш тата 10-мĕш вăтам шкулсен командисем йышăнчĕç.

Янкăлч шкулĕн воспитанникĕсем А.Кириллов, А.Павлов, А.Кузьмин, В.Филиппов хăйсен виçисен ушкăнĕнче çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. А.Михайловпа А.Мироновăн иккĕмĕш, А.Павловпа Е.Матвееван – виççĕмĕш кăтартусем.

Мала тухнисене дипломсемпе тата медальсемпе наградăларĕç.

В.ФИЛИППОВ,

Янкăлч вăтам шкулĕн физрукĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика