АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пурăн, вăрман!" акци тухăçлă иртнĕ

25 октября 2013 г.

"Пурăн, вăрман!" акци тухăçлă иртнĕ

 Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раççейре "Пурăн, вăрман!" акци иртнĕ. Ăна РФ Вăрман хуçалăхĕн агентстви тата регионсен çут çанталăка хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх тытăмĕсем йĕркеленĕ. Чăваш Енре вăл мĕнлерех йĕркепе пурнăçа кĕнĕ-ха; Асăннă кун Атăл леш енче, Шупашкар вăрманлăхĕнче, вут-çулăм хырлăха кĕллентернĕ лаптăкра йывăç лартнă. Унта кирек кам та хутшăнма пултарнă. Ырă ĕçе хутшăнас текенсене министерство умĕнчен автобуссемпе илсе кайнă. Вĕри апат çитернĕ, ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ.

"Пурăн, вăрман!" Пĕтĕм Раççейри акцирен Канаш лесничествин участоксенчи лесничествинче тăрăшакансем те айккинче пăрăнса юлман. Шăхранти участок лесничествин ĕçченĕсем çак ырă ĕçе юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнчех пуçăннă. Вĕсем çывăхри ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе пĕрле 1,3 гектар çинче юман лартса хăварнă. Вăрман культурине йĕркеленĕ чухне Банкс хырĕпе усă курнă, вăл Канадăн çурçĕр енче ÿсет. Çак лăсăллă йывăç хамăр тăрăхри хыртан хăвăртрах çитĕнет, йĕпписем чылай симĕсрех, сивĕ çанталăка лайăх тÿссе ирттерет. Унăн хунавĕсене Сиккасси питомникĕнче пуçласа акса çитĕнтернĕ.

Акци иртнĕ вăхăтра автоçулсем хĕрринчи кану вырăнĕсене çÿп-çапран тасатнă, юсаса йĕркене кĕртнĕ. Унччен маларах лартнă вăрман культурисене çĕнĕ хунавсемпе пуянлатнă, шкулсенчи лесничествăсен членĕсемпе тĕл пулса калаçнă.

Лесничествăра вăрмансене вут-кăвартан, сăтăрçăсенчен тата саккуна пăсса йывăç касакансенчен сыхлас енĕпе, çавăн пекех касса тасатнă лаптăксене çĕнĕ хунавсемпе çĕнетес тĕлĕшпе хастар ĕçлесе пыраççĕ. Кăçал лесничество ĕçченĕсем 20 килограмм çăка вăрри тата 600 килограмм юман йĕкелĕ пуçтарса хатĕрленĕ.

Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче питомникре пысăк ĕç туса ирттернĕ. Ятарласа хатĕрленĕ йăрансем çине çăка вăррисене техника пулăшăвĕпе акса хăварнă, юман йĕкелĕсене алă вĕççĕн çĕре варса чикнĕ. Çитес вăхăтра хунавсем шăтса тухĕç, вĕсемпе вăрмансене çĕнетес ĕçре тивĕçлипе усă курĕç.

Нумаях пулмасть инвентаризаци иртрĕ, унăн кăтартăвĕсем çĕнĕ вăрмансем лайăх çитĕннине, лаптăксене вăхăтра çĕнетсе пыма тĕрлĕрен йывăç-хунав çителĕклĕ пулнине çирĕплетеççĕ.

Вăрмансене çĕнетсе пырас тата сыхлас тĕллевпе палăртнă мероприятисене çулталăк вĕçленнĕ тĕле пурнăçа кĕртсе çитерĕпĕр.

И.ФЕДОРОВ,

Канашри лесничествăн вăрмансене çĕнетес енĕпе ĕçлекен инженерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика