АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕлĕкре те йывăçсем курăнаççĕ…

25 октября 2013 г.

Тĕлĕкре те йывăçсем курăнаççĕ…

 Хальхи вăхăтра кăнтăр çимĕçĕсем те пирĕн тăрăхра аванах ÿсме пултарни, вĕсем япăх мар тухăç пани никамшăн та тĕлĕнтермĕш мар ĕнтĕ. Улма-çырла йывăçĕсен хунавĕсене, вăррисене туян та кĕркунне е çуркунне сад-пахчана тухса ларт. Тĕрĕс-тĕкел хунаса тухрĕ тĕк вăл мĕнле ÿснине сăнаса тăма тата ăна çитĕнтермелли вăрттăнлăхсене пĕлме кĕнеке-журнал вулама ан ÿркен. Виноград ăстисем хамăр районта та чылаййăн. Çавăн пек çынсенчен пĕри – Геннадий Мельников – 6-7 сотăй çĕр лаптăкĕ çинче виноградăн 40 тĕрлĕ сортне çитĕнтерет. Вĕсене вăл, вулакан тĕрĕс ăнлантăр, шучĕ пултăр тесе лартса тултарман. Хунавсем иккĕмĕш çулнех сад хуçине пысăк тухăçпа савăнтараççĕ. Унсăр пуçне пахча çимĕç, ытти улма-çырла, тем тĕрлĕ чечек ÿсет пахчара. Хула çыннисем кĕрхи пахча ĕçĕсене вĕçлесен тепĕр çуркуннеччен сада кайса та курмаççĕ пулсан, Мельниковсем унта хĕлĕн-çăвĕн çÿреççĕ.

Геннадий Михайлович Канашри педагогика колледжĕнче преподаватель пулса нумайранпа ĕçлет. Тĕрлĕ енлĕ пултарулăха аталантарнă вăл хăйĕнче. Паян эпир унăн пĕр ăсталăхĕпе кăна паллаштаратпăр. Сад ăсти хăйĕн опычĕпе ыттисене те хаваспах паллаштарма хатĕр.

– Геннадий Михайлович, йывăç-курăк çитĕнтерес ĕçпе ачаранах кăсăкланнă-и е çитĕнсен интересленме пуçларăр;

– Ĕлĕк пахчара ÿсекен пан улми йывăççисем, вĕлле çине хуракан налук пулнă вĕт-ха. Пирĕн асатте-асаннен арман пулнă, вĕсене раскулачить тунă... Пĕчĕк чухнехине астăватăп-ха: пирĕн питĕ нумай улмуççиччĕ, тахăш çулхине вĕсем хăрнă та ун хыççăн çĕнĕрен лартман. Ун чухне çав налукран хăранă-ши вара; Ялан шутлаттăмччĕ: "Мĕншĕн-ха çынсен пур пан улми йывăççисем, пирĕн çук;" Вара ача чухне хамах йывăç тураттисене сыпкалама тăрăшнă. Пÿрнесене кастарни те пулнă пулĕ ун чухне.

Шкул хыççăн Канашри педагогика училищине вĕренме килсен Рюрик Иванович Викторов биологпа туслашса кайрăм. Унпа пĕрле çÿресе çут çанталăкри вăрттăнлăхсене кăшт ăнкарма пуçланă тăр. Училище вĕренсе пĕтерсен çара кайса килтĕм. Таврăнсан мана кунта чĕнсе илчĕç. Ĕçлеме пуçласан çĕр участокĕ валеçсе пачĕç Ухман патĕнче. Эпĕ унта арбуз, дыня çитĕнтереттĕм, ку 1982 çултах пулнă. Пан улми йывăççисем те нумай лартнăччĕ. Сад участокне урăх вырăнта, Канаш çывăхĕнче, илсен пĕрремĕш çулхинех 8-9 тĕп улмуççи лартрăм, хунавĕсене Патăрьелне кайса туяннăччĕ. Пахча тавра хÿме çукчĕ те ун чухне, ман йывăçсене кăларса кайрĕç. Вара вăрăран шăтса тухнă "дикий" улмуççисем лартрăм. Вĕсене тутлă сортсемпе сыпрăм. "Уэлси", "россошанская поздняя", "сенап", "шурă налив"... Пĕр вунă йывăç та пулса кайнăччĕ. Каярахпа вĕсене ирĕксĕрех касма тиврĕ: хăшĕсем ватăлчĕç, хăшне шăшисем кăшласа сиен кÿчĕç.

Ун хыççăн виноград ÿстерме пуçларăм. Облепиха, пĕр 4-5 тĕп груша, сортлă хăмла çырли, алыча пур. Кăнтăртан илсе килнĕ йывăçсем сивĕ çулсенче хăрасшăн. Çавăнпа виноград çине куçрăм. 40 ытла сорт виноград ÿстеретĕп. Анчах та çынсене пурне те ÿстерме сĕнместĕп. Нумайăшĕ чирлеççĕ халь. Ĕлĕк вĕсем чирлемен. Пĕрремĕш чир 2005 çулсенче килчĕ. Çĕр улми, помидор культурисен вăл фитофтора ятлă чир, виноградăн мильдю ятлă.

Халь эпĕ хам та çак чиртен хăраман сортсене лартма тăрăшатăп. "Кристалл", "альфа", "таежный", Çĕпĕртен килнĕ сортсем, хăрамаççĕ. Европăран килнисем – чирлесшĕн. Час пиçсе çитменнисене, 6-7 тĕслĕ винограда, теплицăра ÿстеретĕп. Чирсем ытларах чухне çумăрпа килеççĕ. Шăрăх вăхăтра çумăр çăвать, вара чир ерет. Ытти культурăсем те çавнашкалах.

– Хунавсем чăнах та питĕ нумай. Тухăçне те самаях илетĕр пулĕ;

– Виноград кутăн çимĕç мар, 300-400 килограмм таранах илетпĕр. Вĕсене пурне те çисе яма çук, çапах та сая ямастпăр, веçех тирпейлесе усă курма юрăхлă тăватпăр.

– Геннадий Михайлович, эсир виноград лартса ÿстерессипе пысăк ăста пулнине хам куçпа курса ĕнентĕм, ăспа ăнкарса тĕлĕнтĕм. Çапах та çак ĕçе мĕнле пуçарса янине каласа кăтартăр-ха.

– Вырăскас Пикших ялĕнчи юлташ, хулари 5-мĕш вăтам шкулта ĕçлекен Владимир Михайлович Ефимов, патне кайрăм та: унăн пахчинче мĕн чухлĕ виноград ÿсет! Мана пĕр черенокне парса ячĕ. Лартнă эпĕ ăна, чĕрĕлнĕ ĕнтĕ вăл, çакса янă. Сăнаса та тăман эпĕ ăна. Пĕррехинче темле, тимлĕрех пăхнă-ши ĕнтĕ, икĕ сапака çакăнса тăнине курах кайрăм. Çырлисем пысăкланчĕç, август çитрĕ те çисе пăхрăм, пылак. Çавăн хыççăн литература вулама, виноград çитĕнтерекенсемпе хутшăнма пуçларăм. Канашра та пулнă ку енĕпе ĕçлекен ăстасем. Педучилищĕре вĕрентнĕ Михаил Яковлевич Яковлев ÿстернĕ, тата çынсем пулнă-ха. Халь Шăхасанта Боголюбов Владимир Иванович пур. Пĕр-пĕринпе калаçатпăр, сортсене ылмаштаратпăр.

– Виноград сорчĕ ахаль те нумай сирĕн. Çĕннисене ăçтан туянатăр;

– Çырăнса илетĕп. Анчах тепĕр чухне хăвна кирлĕ сорт пулмасан та пултарать: хучĕ çине пĕр тĕрлĕ çырнă, çырли пачах урăх сортлă.

– Геннадий Михайлович, çуркунне педколледжăн дизайнер уйрăмĕнчи аудиторисен чÿрече янаххисем çинче çулçă кăларнă виноград хунавĕсем лăк тулли. Унсăр пуçне роза, канна чечекĕсем те нумай. Çакна кашни кун куракан студентсен çут çанталăк енне туртăмĕ улшăнмасть-и;

– Нумайăшĕ кăсăкланать. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килеççĕ кунта ачасем. Эпĕ вĕсене хам садра тунă сăн ÿкерчĕксене кăтартатăп, виноград çырлисене çитерсе пăхтаратăп, вара интересленсе каяççĕ. Хунавсем те парса яратăп, хăвăр килте лартса пăхăр-ха тесе. Пĕрремĕш курсра интерес пурри пит сисĕнмест, иккĕмĕш çулхине урăхларах. Кунта ÿснине кураççĕ, хăйсен те лартса пăхасси килет. Ачасенче хавхалану пуррине куратăп та хама кăмăллă, – çакăн пек вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне сад ăсти.

Мĕнех, ĕçĕсем малашне те ăнса пыччăр Геннадий Михайловичăн. Тутлă та сиплĕ улма-çырлапа çынсене малашне те савăнтартăр.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика