25 октября 2013 г.
Çула çитмен пассажирсен пурнăçне тата сывлăхне упраса хăварас, автоинкексен шутне чакарас тĕллевпе районта юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче "Ачасем", "Ачасене автомашинăра илсе çÿремелли ятарлă хатĕр" тĕллевлĕ операци иртнĕ. Çак мероприяти вăхăтĕнче инспекторсем шкулсем тата ача сачĕсем çумĕнче автомашинăсене чарса ашшĕ-амăшĕ пепкисене автомашина салонĕнче епле майпа илсе çÿренине тĕрĕсленĕ. Рейд вăхăтĕнче йĕркене пăснă 3 тĕслĕхе тупса палăртнă, ачисене автомашинăра çăмăлттай лартса çÿренĕшĕн водительсене административлă йĕркепе явап тыттарнă.
Çав кунах инспекторсем Шăхасан, Пайкилт тата Катек шкулĕсен ачасене турттаракан автобусĕсене чарса тĕрĕсленĕ. Ку тĕллевлĕ транспорт çинче йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртман: автобуссем юсавлă, ачасем хăрушсăрлăх пиçиххийĕсемпе çыхăннă, салонра тăрса пыракан çук.
ДПС инспекторĕсем çавăн пекех Сухайкасси, Катек тата Пайкилт шкулĕсенче те пулнă, вĕсем вĕренекенсемпе çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисемпе çыхăннă калаçусем йĕркеленĕ.
Д.ГУСЕВ,
РФ ШĔМĕн районти ГИБДД пайĕн начальникĕ.