АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Автовокзал ĕçченĕсем уява пухăнчĕç

25 октября 2013 г.

Автовокзал ĕçченĕсем уява пухăнчĕç

 Çитес вырсарни кун – Автомобиль транспортĕнче ĕçлекенсен кунĕ. "Канашри автовокзал" акционерсен уçă пĕрлĕхĕнче ăна виçĕм кун паллă турĕç. Уяв кĕрекинче Чăваш Республикини транспорт тата автохуçалăх министрĕн пулăшуçи Н.Соловьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, патшалăхăн Чăваш Республикипе ĕçлекен автоçул сăнавĕн управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Титов, тĕп инспекторĕ О.Андриянов, республикăн автотранспорт пĕрлешĕвĕн председателĕ А.Казаков, отраслĕн республикăри профсоюз комитечĕн председателĕ И.Горбунов, Канашри пассажирсене турттаракан автотранспорт предприятийĕн директорĕ М.Арзамасов ларчĕç. Предприяти ĕçченĕсен ячĕпе нумай ырă та ăшă сăмахсем янăрарĕç.

Автовокзал пулăшăвĕпе кунсерен 3,5 пин пассажир усă курать. Кунта 96 çын ĕçлет. Салам сăмахĕсем наградăсемпе çирĕпленчĕç. Автовокзалăн генеральнăй директорне Л.Кондратьевăна Раççей транспортникĕсен пĕр-лешĕвĕ 100 çул тултарнă ятпа кăларнă асăну медалĕпе чысларĕç. Вăл хăйĕн чи лайăх ĕçченĕсене грамотăсем парса хавхалантарчĕ, кашнин валлиех кăмăла çĕклекен сăмахсем тупрĕ. Л.Иванова штукатур-маляр, В.Романова контролер-кассир райадминистраци пуçлăхĕн В.Софроновăн аллинчен Хисеп хучĕсем илчĕç.

Уява чăвашсен паллă артисчĕ В.Христофоров ертсе пыракан "Янра, юрă" ансамбль халăхра анлă сарăлнă чăваш юррисемпе илемлетрĕ.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика