АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Киле пырса саламланă

23 октября 2013 г.

Киле пырса саламланă

 Сухайкасси çынни М.Еремкин Хĕрлĕ Çар ретне 1939 çулта тăнă. Тăван тăрăха 10 çултан тин таврăннă. Унăн кăкăрне патшалăх наградисем илемлетнĕ. Вĕсене вăл Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен паттăррăн хÿтĕленĕшĕн тивĕç пулнă.

Михаил Осипович мĕн пенсие тухичченех чукун çул çинче ĕçленĕ. Мăшăрĕпе, Раиса Петровнăпа, 8 ача çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă. М.Еремкинăн 15 мăнук, 21 кĕçĕн мăнук. Нумаях пулмасть чи кĕçĕн мăнукĕ çуралнă.

Михаил Осиповича 95 çул тултарнă ятпа саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров, хула тата район халăхне социаллă пулăшу паракан пай пуçлăхĕ Н.Маркелова, Сухайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ З.Иванова парнепе пынă. Хăнасем Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн саламне те илсе килнĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика