АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемĕпе илĕртет

23 октября 2013 г.

Илемĕпе илĕртет

 Поезд Канаш станцине çитсе чарăнсан перрон çине тухнă пассажирсем вокзалăн хула енчи скверĕнче илемлĕ монумент палăка асăрхаççех. Чăваш тĕррипе эрешленĕ çавра постамент çине "Канаш-2013" тесе çырнă. Каччăпа хĕр икĕ аист тăракан пысăк турилккене çĕкленĕ. Пулăсем çÿлелле кармашаççĕ.

Монумент авторĕ – архитектурăн пĕчĕк формисен мастерĕ, Чăваш Республикин алăсталăх тата суту-илÿпе промышленность палатин Канашри гильдийĕн членĕ А.Николаев. Вăл Çатăрка Çырми ялĕнче çитĕннĕ, Канашра пурăнать, нумай çул кунти культурăпа кану паркĕнче художник пулса ĕçленĕ. Вăтапуç ялĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă çыннисене асăнса лартнă палăка Алексей Николаевич ăсталанă.

Бетонран тунă архитектурăна Шăхран станцийĕ 120 çул тултарнине халалланă. Карттус тăхăннă çамрăк машинист чăваш хĕрĕпе пĕрлешет, аистсем вĕсем ача-пăчаллă пулассине пĕлтерет. Пулăсем шыв сирпĕтеççĕ. Хальлĕхе фонтана хута яман-ха. Килес çул вăл иртен-каяна илемĕпе хавхалануллă кăмăл кÿрĕ. Çак тĕлтен никам та чарăнса тăмасăр иртмĕ.

В.АЧЧА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика