23 октября 2013 г.
Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ял хуçалăх организацийĕсене тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсене ертсе пыракансемпе канашлу ирттернĕ. Унта çулталăк пуçланнăранпа выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес отрасль мĕнле ĕçленине пăхса тухнă.
Кăтартусемпе АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп эксперт специалисчĕ С.Васильев паллаштарнă. Кăçалхи тăхăр уйăхра аш-какай 2686 тонна хатĕрленĕ. Пĕлтĕр те çак тапхăрта çакăн чухлех туса илнĕ. Çак кăтарту обществăлла секторта – 424,4 тонна. Сĕт 23250,8 тонна суса илнĕ, кашни ĕнен виçĕ кварталти сăвăмĕ – 3298 килограмм, иртнĕ çул çак кăтарту 3112 килогрампа танлашнăччĕ.
Районта ĕнесен хисепĕ 11195. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан 1866 пуç чакнă. Сыснасен шучĕ кашни хуçалăхрах пĕчĕкленсе пырать. 2012 çулта 10923 пуç пулнă пулсан, кăçал вара – 3653 пуç кăна. Обществăлла секторта мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ ÿссе пырать, сыснасем юлман. Апла пулсан урăх йышши выльăх тытмалла, сăмахран, кайăк-кĕшĕк, сурăх тата ытти те.
В.АЛЕКСЕЕВ.