18 октября 2013 г.
Шăхасанти "Импульс" физкультурăпа спорт комплексĕнче ял тăрăхĕсен çумĕнчи çамрăксен канашĕсен спартакиади шучĕпе мини-футболла выляса районта мала тухассишĕн ăмăртусем иртрĕç. Унта Ачча, Вăтапуç, Карăклă, Кăшнаруй, Уçырма, Вăрăмпуç, Ухман, Чакаç тата Шăхасан ял тăрăхĕсен командисем хутшăнчĕç. Вĕсене икĕ ушкăна пайларĕç. Мала тухнисем финалта тĕл пулчĕç. Кунта карăклăсем вăйлăрах та ăстарах пулчĕç. Вĕсем Шăхасан футболисчĕсене парăнтарчĕç. Виççĕмĕш вырăншăн чакаçсемпе вăтапуçсем тупăшрĕç. Чакаç спортсменĕсем 2:1 шутпа çĕнтерчĕç.
Мала тухнисене медальсемпе тата дипломсемпе наградăларĕç.
А.ВИТАЛЬЕВ.