АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канăçсăр чĕреллĕ журналист

18 октября 2013 г.

 

 Тĕрлĕ çулпа пыраççĕ журналистикăна çынсем, анчах та çак профессин йывăрлăхне çĕнтерме кашниех чун хăват тупаймасть. Антонина Тямина -Тав вара журналист ĕçне яланлăхах ăша хывма пултарчĕ. Çут тĕнчене вăл 1958 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕш кунĕнче Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнчи нумай ачаллă çемьере килнĕ. Улттăн пулнă вĕсем, Тоньăна асли пулнă май йывăрлăхĕ нумайрах лекнĕ.

Хĕр пĕрчи кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех сăвăсем хайланă. 1943 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă аслашшĕ пекех адвокат пулма ĕмĕтленнĕ. П.П.Тямин аслă сержанта Чăваш Республикин Асăну кĕнекине кĕртнĕ. "Ял ĕçченĕ" райхаçатпа çыхăну тытма, унăн страницисенче пысăках мар заметкисем пичетленме пуçласан журналист пулас ĕмĕт малтанхине çĕнтернĕ. Палăртнине пурнăçлас тĕллев ăна И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕме документсем тăратма хистенĕ. Пилĕк çул унта вăл пĕлĕвне ÿстернĕ. Алла диплом илсен Шупашкарти агрегат завочĕн нумай тиражлă "Рабочая жизнь" хаçат редакцийĕн алăкне уçса кĕнĕ. Темиçе çултан Канашри пĕрлештернĕ "Коммунизмшăн" хаçат редакцийĕн яваплă секретарĕнче ĕçлеме пуçланă. Сакăр çул ытла Канашри вагонсем юсакан заводăн нумай тиражлă "Вагонник" хаçачĕн редакцийĕн рулĕ умĕнче тăнă.

1991 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче Антонина Викторовна районăн радиохыпарлав редакторĕн ĕçне кÿлĕннĕ. Ял çыннисене унăн сасси питĕ кăмăла кайнă, унăн черетлĕ передачине чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Район хыпарĕсене вăл туллин те вăхăтра эфира кăларса тăнă. Тĕрĕслĕхе малти вырăна хуни, çынсемпе ăшпиллĕ пулни радиожурналиста ĕçре çитĕнÿсем кÿнĕ, итлевçĕсен ырă сăмахĕ, тавĕ малашне тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарнă.

Пурнăç тумхахĕ А.Тяминăна пĕр вăхăт хулари тĕп библиотекăн библиотекарĕнче ĕçлеме, Чăваш патшалăх университечĕн Канашри филиалĕн библиотекине ертсе пыма хистенĕ. Унтах вăл студентсене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, пилĕк наука статйи çырнă, "Ульяновец" хаçатпа çыхăну тытнă. 1994 çулта Антонина Тавăн икĕ сăввине 1998 çулта 8-мĕш классем валли хатĕрленĕ "Чăваш сăмахлăхĕ" учебника кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра Антонина Викторовна – район администрацийĕн пресс-секретарĕ.

А.Тямина сăввисене чăвашла та, вырăсла та çырать. Хайлавĕсен пĕрремĕш пуххи 1993 çулта "Кăмăл турамĕ" ятпа пичетленсе тухнă. 2006 çулта Канаш поэчĕпе Валерий Мелещенкопа тăватă авторăн "Голоса" коллективлă пуххинче кун çути кăтартнă. 2011 çулта унăн темиçе сăвви "Голоса" кĕнекере çапăннă. Республикăра тухса тăракан хаçатсемпе журналсенче те пичетленнĕ. Унăн "Пурнăç лайăх аннесем пулсан", "Сив сăмах" хайлавĕсене юрра хывнă. Вĕсем Чăвашрадио тата Наци радиовĕн хумĕсем çинче час-часах янăраççĕ. Канăçа пĕлмен журналист "Канаш ен" хаçатпа та туслă, унта унăн материалĕсем валли вырăн яланах тупăнать.

Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Раççей журналисчĕсен членне Антонина Тяминăна район тата хула администрацийĕсен, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Хисеп грамотисемпе, кăкăр çине çакмалли "Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хастар хутшăннăшăн" паллăпа наградăланă.

Антонина Викторовнăна 55 çул тултарнă ятпа хĕрÿллĕн саламлатпăр, иксĕлми вăй-хал, вăрăм кун-çул, телей, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу сунатпăр.

"Канаш ен" тата "Канаш" хаçатсен редакцийĕн коллективĕ, "Раççей журналисчĕсен Союзĕ" обществăлла организацин Канашри уйрăмĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика