18 октября 2013 г.
![Тÿлевсĕр пулăшу çинчен, тăлăхсем пирки тата ытти те Тÿлевсĕр пулăшу çинчен, тăлăхсем пирки тата ытти те](../UserFiles/news/20131018/dsc_7433_Preview.jpg)
Черетлĕ информаци кунĕнче Чăваш Республикинче халăха "пĕр чÿрече" принципĕпе патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем парасси, тăлăх ачасене хÿтĕлес сферăна патшалăх политикине пурнăçа кĕртессипе çыхăннă мерăсем, тăлăххăн пурăнассинчен, ачасен сывлăхне сыхласси тата аталанăвне сиен кÿрекен информацисенчен хÿтĕлесси, Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассине мĕнле пурнăçласси, Чăваш Республикинче хаçат-журнал çырăнтарас кампани епле пыни çинчен калаçрĕç.
Çак темăсене ăнлантарса пама Чăваш Республикин хăй çÿрекен машинăсен тата ытти техникăн тăрăмне пăхса тăракан инспекцин пуçлăхĕ- республикăн тĕп инженер-инспекторĕ В.Димитриев ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Ушкăнра – Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕн пулăшуçи М.Федотов, Раççей Федерацийĕн айăплава пурнăçа кĕртес службăн Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Т.Кириллова, Раççей Федерацийĕн социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ М.Семенов. Информкун яланхиллех район администрацийĕн акт залĕнче кирлĕ кăтартусем панипе пуçланчĕ. Хулапа районăн нумай функциллĕ центр директорĕ О.Губанова, район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн тĕп эксперт специалисчĕ В.Ковшова, юридици службин заведующийĕ М.Васильева, "Канаш ен" хаçат тĕп редакторĕ И.Андреева тĕл пулусенче усă курмалли ыйтусем, цифрăсем çинче чарăнса тăчĕç.
Хутса ăшăтмалли сезон, уй-хир ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен район администрацийĕн социаллă аталану тата агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕсен пуçлăхĕсем В.Алантьевăпа В.Никоноров каласа пачĕç. Районта пушар хăрушсăрлăхĕ мĕнле лару-тăрура пулнипе Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен сăнав пайĕн пуçлăхĕ А.Шакин паллаштарчĕ, тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ, асăрхаттару ĕçĕсене вăйлатма ыйтрĕ. Халăха ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусене хулапа районăн çак енĕпе ĕçлекен центр пуçлăхĕн çумĕ Л.Любова тишкерчĕ.
Республикăн тĕп инженер-инспекторĕ В.Димитриев кÿртĕм инструктажра тата Хучелпе Чакаç ял тăрăхĕсен çыннисемпе тĕл пулнă вăхăтра информкун темисем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Чăваш Енре "пĕр чÿрече" принципĕн пулăшăвĕсемпе усă курма хулапа районти административлă центрсенче чăннипех майсем туса панă. Юпа уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне нумай функциллĕ 26 центра шута илнĕ, 25-шĕ ĕçлет. Çакна валли иртнĕ çул 17,4 миллион тенкĕ уйăрнă, кăçал – 6,1 миллион ытла. Офис хатĕрĕсем, сĕтел-пукан туяннă, ĕç программисемпе тивĕçтернĕ.
Нумай функциллĕ центрсен ĕçĕсене анлăлатса пынă май ял тăрăхĕсенчи тĕслĕх библиотекисенче пулăшу памалли офис организацийĕсем уçмалли проект пурнăçа кĕрсе пырать. Утă уйăхĕнчен пуçласа "пĕр чÿрече" принципĕпе 118 библиотекăра çак енĕпе ĕçе пуçăннă. Çулталăк пуçланнăранпа центрсене тĕрлĕ хут тутарма 150 пине яхăн çын пынă.
Пирĕн республикăра тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасем 4503-ĕн пулнине палăртнă. Вĕсенчен 3853-ĕшне усрава илнĕ, официаллă йĕркепе çирĕплетнĕ, опекун тивĕçĕсене пурнăçлакан çемьесене вырнаçтарнă. Тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасене усрава илес текенсем валли ятарласа саккун йышăннă: "Чăваш Республикин территорийĕнче усрава илнĕ граждансене вăхăтлăх пособи парасси çинчен".
Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси çинчен йышăннă саккуна пурнăçа кĕртнĕренпе республикăра пулăшу илме пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăнсенчи инвалидсем, чухăн çемьесем, сусăрланнă ачасем, тăлăхсем тата вĕсен саккунлă представителĕсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем пынă. Вĕсен ыйтăвĕсем пурăнмалли çурт-йĕрпе, пенсипе, медицинăпа, инвалидсене реабилитацилессипе, потребительсен прависене хÿтĕлессипе çыхăннă.
Роскомнадзорăн Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре массăллă информацин 174 хатĕрне шута илнĕ. 2014 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли хаçат-журнал çырăнтарас кампани малалла пырать.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Хучел тата Чакаç ял тăрăхĕсен çыннисене информаци кунĕн темисене район пурнăçĕпе çыхăнтарса уçса пачĕ. Нумай функциллĕ центр патшалăхăн тата муниципалитетăн 21 пулăшăвне парать. Çак ĕçе 12 библиотекăра йĕркелесе янă. Тăлăхсем валли 2011 çулта çичĕ, пĕлтĕр пилĕк, кăçал ултă çурт тунă. Хальхи вăхăтра тăлăх ачасем районта 102-ĕн, 62-шĕ пурнăç условийĕсене лайăхлатма черете тăнă. Район администрацийĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассине йĕркеленĕ. Унта, тĕпрен илсен, çителĕксĕр пурнăçпа пурăнакансем пы-раççĕ.
Райадминистраци пуçлăхĕ ял хуçалăхĕнче, вĕрентÿ сферинче лару-тăру мĕнле пулнипе те паллаштарчĕ. Ыйту паракансем те пулчĕç. Тĕпрен илсен, вĕсем ял хуçалăх техники туянма субсиди илессипе, шкул ачисене учебниксемпе тивĕçтерессипе, универсаллă электронлă карттăллă пулассипе çыхăннă.
Информушкăн Хучелти вĕренÿ учрежденийĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕнче пулчĕ, унти ĕçсемпе, условисемпе интересленчĕ.
Информаци ушкăнĕсем кашни ял тăрăхĕнчех пулса вырăнти халăхпа калаçрĕç.
В.АЧЧА.