АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лару-тăру лăпкă мар

16 октября 2013 г.

 Автоçулсем çинчи лару-тăру лăпкă марри питех те пăшăрхантарать. Профилактика тĕлĕшĕпе Патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсем тăхăр уйăхра йĕркене пăснă 4829 тĕслĕхе тупса палăртнă (иртнĕ çулта ку вăхăт тĕлне 4655 пулнă), административлă йĕркене пăсни 3,7 процент чухлĕ ÿсни палăрать.

Ÿсĕрле руль умне ларакансен шучĕ те иртнĕ çултипе танлаштарсан 14,7 процент ÿснĕ. Тăхăр уйăхра пĕтĕмпе 172 "хĕрĕнкĕ" водителе тытса чарнă (2012 çулта – 150). Çакăн пек пуçтахсен айăпне пула сиксе тухнă автоинкексен шучĕ те ÿснĕ (вĕсенче 1 çын вилнĕ, 16-шĕ аманнă).

Çуран çÿрекенсем те çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни куçкĕрет. Кăрлач-авăн уйăхĕсенче вĕсен тĕлĕшĕпе 347 административлă протокол çырса хатĕрленĕ (170).

Фото-фиксаци приборĕпе усă курса йĕркене пăснă 4455 тĕслĕхе палăртнă, çак хатĕрсене автоинкек час-часах пулакан вырăнсене вырнаçтарнă пулнă.

Профилактика çине пысăк тимлĕх уйăратпăр пулин те автоинкексен шучĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан 14,1 процент чухлĕ ÿснĕ (64-ран 73-е çитнĕ), вилекенсен шучĕ – 15,4 процент (13-рен 15-е çитнĕ), аманнисен хисепĕ – 23,9 проц. (92-рен 114 çитнĕ).

Çуран утакансем çине автотранспорт пырса кĕнĕ тĕслĕхсем нумайланчĕç, 23 автоинкекрен 19-ĕшĕнче çуран çынсем хăйсем айăплă пулнине тĕпчесе палăртнă. Çак инкексенче 3 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 17-шĕ сусăрланнă.

Ачасем кустăрма айне час-часах лекни те пăшăрхантарать, тăхăр уйăхра 9 тĕслĕхе шута илнĕ. Автоинкексенче 1 ача пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 11-шĕ аманнă.

Автоинкексене сирсе ярас тĕллевпе Патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕсем кашни уйăхрах "Асăрхăр, ачасем!", "Çул урлă каçмалли вырăн!", "Чукун çул урлă каçмалли вырăн!", "Ÿсĕр водитель" рейдсем ирттернĕ.

Л.ВАСИЛЬЕВА,

инспектор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика