16 октября 2013 г.
Иртнĕ эрнере пирĕн хулара Японири Саппоро хулинче иртнĕ XI Олимп вăййисенче чемпион ятне çĕнсе илнĕ В.Воронков пулнă. Вăл Канашри спорт пурнăçĕпе интересленнĕ. Чи малтан спорт шкулне çитсе курнă. Вăл 2012 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа хула администрацийĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн В.П.Воронков ячĕпе хисепленсе тăрать. Олимп чемпионĕ çамрăк спортсменсем Атăл тăрăхĕнче иртекен йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне мĕнле хатĕрленнипе паллашнă, боксерсен тренировкинче пулнă.
Çав кунах ачасемпе яшсен "Локомотив" спорт шкулĕнче пулнă. Владимир Петрович фитнес-аэробикăпа тренировка ирттерекен хĕрсемпе калаçнă, тренажер тата ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен залĕсене, бассейна кĕрсе курнă, кунта çÿрекенсемпе калаçнă, вĕсем йышлăн пулнипе хавхаланнă. Çакна вăл хисеплĕ хăнасен журналĕнче çĕкленÿллĕ сăмахсемпе çырса палăртнă. Олимп чемпионĕ хулара пуçласа ветерансен командисем хушшинче мини-футболла мала тухассишĕн чемпионат пуçланни çинчен пĕлтерсе мечĕке площадка ценрĕнчен тапнă.
Раштав уйăхĕнче Чăваш Ен тĕп хулине "Сочи – 2014" Олимп çулăмĕ çитĕ. Факела йăтса чупма суйланисем хушшинче Владимир Воронков та пур. Чупу мĕнле иртни пирки вăл канашсене каласа парас шухăшлă.
В.АЧЧА.