16 октября 2013 г.
Яманкассинче пурăнакан А.Зайцева юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче 95 çула çитрĕ. Вăл нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Çамрăклах йывăр пурнăçăн тути-масине ас тивме лекнĕ. 24 çулта мăшăрĕсĕр тăрса юлнă. Н.Михайлов 1942 çулта фронтра пуçне хунă. Анастасия Димитриевна хĕрне пĕчченех тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ. Тыл ĕçченне 5 мăнукĕ, 11 кĕçĕн мăнукĕ тата 7 чи кĕçĕн мăнукĕ кукамай тесе чĕнеççĕ. Вĕсем ăна çав тери юратаççĕ, час-часах килсе каяççĕ.
Вăрăм ĕмĕрлĕ кинемее саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров, хулапа район халăхне социаллă пулăшу паракан пай пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева, Сиккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Вазинге, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Н.Поверный килнĕ. Анатолий Николаевич юбиляра Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн саламне вуласа панă, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх суннă, хăйĕн ăшă сăмахĕсене парнепе çирĕплетнĕ. Ытти хăнасем те Анастасия Димитриевна валли çепĕç сăмахсем тупнă.
А.ВИТАЛЬЕВ.