АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче Светлана Кузнецова та пур

16 октября 2013 г.

 "Ростелеком" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн регионсем хушшинчи "Волга" филиалĕ "Эпĕ кунта пулнă" пултарулăх конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Вăл утă уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа авăнăн 30-мĕшĕччен пынă. Унăн тĕллевĕ – пурте пĕлмен объектсене тĕпчеме явăçтарасси, туризмпа кану валли çĕнĕ çул-йĕр шырасси, Атăлçи федераллă округĕнче пурăнакансен пултарулăх активлăхне хавхалантарасси.

Конкурса Киров, Чулхула, Оренбург, Пенза, Самар, Саратов, Ульяновск облаçĕсен, Мари, Мордови, Удмурт, Чăваш тата Тутар Республикисен представителĕсем хутшăннă. 145 çыннăн 179 ĕçне пăхса тухма йышăннă. Чи çамрăкки 8 çулта, чи асли – 62-ре.

Жюри тытăмĕнче – компанин регионсенчи филиалĕсен ертÿçисем, культура тата туризм учрежденийĕсен, географи обществисен сотрудникĕсем, тавра пĕлÿ темипе çыракан журналистсемпе блогерсем, регионсенчи вĕренÿ, культура тата туризм, çамрăксен политикин тата спорт министерствисен чиновникĕсем, аслă вĕренÿ заведенийĕсен культура, архитектура тата дизайн кафедрисен преподавателĕсем, историксем, наука журналĕсем кăларса тăракансем, регионсенчи журналистсен организацийĕсен представителĕсем, çамрăксен обществăлла организацийĕсен членĕсем. Конкурс çĕнтерÿçисем 12-ĕн, вĕсем – Атăл тăрăхĕн тĕрлĕ регионĕн çыннисем. Лайăххисен йышĕнче – пирĕн ентеш Светлана Кузнецова. Вăл – Канаш хĕрĕ. Унăн "Нимĕçсем тунă кĕпер" ятлă ĕçне тÿресем пысăк хак панă.

Автор хăйĕн ĕçĕнче архитектура тата истори енчен хăйне евĕрлĕ палăка, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче стратеги пĕлтерĕшлĕ объекта – пирĕн районти Мăкăр ялĕ çывăхĕнчи чукун çул кĕперне илĕртÿллĕ сăнласа панă.

Светлана Кузнецова – Раççей журналисчĕсен членĕ. "Вишневый сад", "Вестник Чувашской митрополии" журналсемпе, федерацин "Панорама" издательство çурчĕпе çыхăну тытать. Ăна 2007 çулта Пĕтĕм Раççейри "Асамлă хунар" телепрограммăсен фестивалĕн дипломĕпе наградăланă. Вăл – халăхсен массăллă информаци хатĕрĕсен Пĕтĕм Раççейри "Смиротворец" конкурсĕн çĕнтерÿçи, "Ласточки России" православи документлă фильмĕсен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕн лауреачĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика