16 октября 2013 г.
Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри хулинче "Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕрленетпĕр" ятпа республика шайĕнчи конкурс иртрĕ. Унта тĕрлĕ районтан килнĕ çамрăк армеецсен тата кадетсен 15 команди хутшăнчĕ. Çав йышра эпир те, Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн кадечĕсем, пултăмăр.
Ăмăрту хĕрÿ иртрĕ: стройпа утасси, автомат салатса пуçтарасси, илемлĕ ташласси, историпе çыхăннă ыйтусене хуравласси. Номинацисене Мускавран килнĕ чăваш офицерĕсенчен тăракан жюри хак пачĕ. Командăсем конкурса тĕплĕн хатĕрленни палăрчĕ.
Чи малтанах çĕршыв историне мĕнле пĕлнине тĕрĕслерĕç. Çак номинацире пире çитекенни пулмарĕ. Стройпа юрласа утассипе те мала тухрăмăр. Автомат салатса пуçтарассипе Хĕрлĕ Чутай районĕн армеецĕсене икĕ çеккунт выляса ятăмăр. Ташлас енĕпе вара эпир чăннипех те чи маттурри иккен. Жюри членĕсем чăтса лараймарĕç – ура çине тăрса хыттăн алă çупса саламларĕç. Çакă эпир каллех пĕрремĕш пулнине пĕлтерчĕ.
Конкурсра 4 кубок хуçи пулса тăтăмăр. Командăсем хушшинче чи лайăххи ята тивĕçрĕмĕр. Чĕре савăнăçлăн тапрĕ, пит-куçра сар хĕвел шевлиллĕ кулă çиçрĕ. Тăрăшни, çине тăни сая каймарĕ. Çакă пире малашне те пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантарчĕ, çĕнĕ вăй пачĕ.
Паллах, хамăрăн ертÿçĕсене – С.С.Васильевăна, А.М.Силодоровăна, В.А.Алексеева чи хĕрÿллĕ тав сăмахĕсем калас килет. Пире вĕрентнĕшĕн, кирлĕ чух ятланăшăн тайма пуç сире.
Л.РУССКОВА,
8-мĕш класра вĕренекен.