16 октября 2013 г.
Ямаш вăтам шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă М. Григорьева Ираида ятлă хĕрĕ унăн çулне суйласа илнипе питĕ кăмăллă. Муза Петровна тĕпренчĕкне шкул çулĕсенчех вĕрентекенĕн ĕçĕпе çывăхарах паллаштарма тăрăшнă, пĕчĕк ачасемпе калаçма хăнăхтарнă, халăх хушшинче харпăр хăйне тыткалама ăс панă. Вăтам шкул пĕтернине çирĕплетекен аттестат илсен Ямаш хĕрĕ ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн йышăну комиссине документсем тăратнă. Экзаменсене ăнăçлă тытса филологи факультечĕн студенчĕ пулса тăнă. Пилĕк çултан алла вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме ирĕк паракан диплом илнĕ.
1993 çулта хĕр-специалист Пайкилт вăтам шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме тытăннă. Часах паспорт çине Григорьева вырăнне Зайцева çырăннă. Мăшăрĕпе ывăлпа хĕр ÿстереççĕ. Денис амăшĕ пекех педагогика çулне суйласа илнĕ - Канашри педколледжăн физвоспитани уйрăмĕнче виççĕмĕш çул пĕлÿ пухать. Марина 9-мĕш класра вĕренет.
Ираида Вениаминовна пĕлтĕр специалистăн аслă категорине хÿтĕленĕ. Пулас ăрăва пĕлÿ тата воспитани парас ĕçре палăрнăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысланă.
В.АЧЧА тексчĕпе сăн ÿкерчĕкĕ.