11 октября 2013 г.
Çĕнĕ Шелттем ялĕнче 90 çултан иртнисен йышне тепĕр çын хушăнчĕ. Вăл – И.Радикова. Иустина Леонтьевнăна сумлă юбилей ячĕпе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, хулапа район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева, Шелттем ял тăрăхĕн специалисчĕ Е.Мардарьева пынă. Владислав Васильевич çуралнă кун ячĕпе саламласа Кремельтен янă салама вуланă, чечек çыххи, асăнмалăх парне панă.
И.Радикова Кивĕ Шелттем ялĕнче хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Ялти тата Вăрăмпуçĕнчи шкулсенче пĕлÿ илнĕ, Канашри педагогика училищинче воспитателе вĕреннĕ. Алла диплом илнĕ чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Кĕркунне Иустинăна ашшĕпе тата амăшĕпе пĕрле Тăвай районне окоп чавма янă. Яла 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче таврăннă. Килне çитсенех ашшĕне фронта кайма çар комиссариачĕн чĕнÿ хутне тыттарнă. Вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче Иустина Леонтьевна Ачча тата Кивĕ Шелттем шкулĕсенче ĕçленĕ. Вăл мăшăрĕпе 6 ача çуратса çĕршыва юрăхлă çын тунă.
Тăван амăшне юбилей ячĕпе саламлама çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ачисем, тăванĕсем, тусĕсем килнĕ, кÿршисем каçнă. 12 мăнукĕпе 12 кĕçĕн мăнукĕ те юратнă асламăшне тата кукамăшне манмаççĕ, ун валли яланах ăшă та çепĕç сăмахсем тупаççĕ. И.Радикова патĕнче вĕреннисем пĕр уяв ячĕпе те ăна саламламасăр хăвармаççĕ.
Вырăнти артистсем ялти хисеплĕ ватă, тыл ĕçченĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ ячĕпе хитре юрăсем шăрантарчĕç.
А.ВИТАЛЬЕВ.