11 октября 2013 г.
Иртнĕ эрнере Шăхасанти культура çуртне çитсе килтĕм. Эпĕ пырса кĕнĕ чухне унта репетици пыратчĕ. "Хозяюшка" клуба çÿрекенсем вырăс халăх юррисене вĕренетчĕç. Вĕсем юрласа пĕтерчĕç те зала тепĕр ушкăн вырнаçса ларчĕ. Кусем "Парчар" фольклор ушкăнĕн юрăçисем, вĕсене районти уявсенче пĕрре мар курнă та, çавăнпа астуса юлнă. Ку ушкăнра Шăхасантан çеç мар, Сителтен килекенсем те пур. Участниксем тĕрлĕ сферăра вăй хураççĕ: медицинăра, педагогикăра, культурăра, йăла тытăмĕнче. Вĕсем пурте кунта чун ыйтнипе çÿреççĕ. Чăваш халăх юррисене еплерех шăрантараççĕ тата. Юрă кĕввине тĕрĕс илме, сасса лартма Виталий Дмитриев илемлĕх ертÿçи вĕрентет. Виталий Иванович, кун-çулне культура ĕç-хĕлĕпе çыхăнтарнăскер, купăс-баян калама ăста.
Шăп та лăп паян Виталий Иванович хăйĕн пурнăçĕнчи пĕрремĕш чăн-чăн юбилее – 60 çул тултарнине паллă тăвать. Хĕрарăмшăн 55 çул паллă çул пулсан, арçыншăн ку пулăм 60 числопа çыхăннă. Çак çула çитнĕ çын тивĕçлĕ канăва тухать.
1953 çулхи октябрĕн 11-мĕшĕнче Анат Вăрманялĕнче колхозниксен çемйинче кун-çути курнă В.Дмитриев. Ашшĕ те, амăшĕ те хăйсен ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Туслă çемьере пилĕк ача çитĕннĕ, шел те, кĕçĕн шăллĕ пурнăçран ир уйрăлса кайнă.
Виталий Иванович ашшĕпе амăшне питĕ ăшшăн аса илет.
– Эпĕ астăвасса пирĕн атте колхозра заправщикра ĕçлетчĕ. Хальхи пек заправщик тесе ăнлансан тĕрĕсех мар пуль. Ун чухне лаша кÿлнĕ те урапа çине пичкепе витресем тиесе Шăхасана РТСа топливо патне килнĕ. Кам солярка, кам бензин, тикĕт, солидол турттарса кайнă. Хăш-пĕр чухне атте мана хăйпе пĕрле илетчĕ. Шăхасана Чăрăшкасси, Атнаш ялĕсем урлă тÿртен çÿреттĕмĕр. Атнаш тĕлĕнче Çавал шывĕ урлă йывăç кĕпер пурччĕ. Атте вара шăхăрса кĕвĕ каласа пыратчĕ. Ку маншăн питĕ интереслĕччĕ. Музыкăна юратасси çакăнтан пуçланнă пуль тетĕп. Анне те юрлама юрататчĕ. Унран юрă сăмахĕсене вĕренеттĕмĕр.
Çÿлти Вăрманялта 8 класс вĕренмелли шкул пурччĕ. 1961 çулта унта çÿреме пуçланă эпĕ. 4-мĕш класчен пире тин кăна педучилище вĕренсе пĕтернĕ Алевтина Егоровна Фомина вĕрентрĕ. Эпир пĕчĕк ачасем, вăл та çап-çамрăкскер, питĕ юрататтăмăр ăна. 5-мĕшĕнчен пуçласа Александр Милитонович Милитонов вĕрентрĕ. Вăл истори, музыка предмечĕсене ăса илме пулăшрĕ. Александр Милитонович çине тăнипех шкулта халăх инструменчĕсен оркестрне те йĕркеленĕччĕ. Кам балалайка, кам мандолина, параппан, купăс калама вĕреннĕ. Çакă вара манри музыка енне выртнă туртăма тата вăйлатрĕ пулинех. Хампа пĕр тантăш ачасем Витя, Миша, Коля Степановсем, Володя Трифонов тата ыттисем те нуша урапи çине ларса урам тăрăх салтак юррисем юрласа çÿреттĕмĕр. Миша Степанова хут купăс туянса панăччĕ те ун патне пуçтарăнса купăс калама вĕренеттĕмĕр. Ялти клубра концертсем, спектакльсем лартнă çĕре яланах хутшăннă. Лаша кÿлсе кÿршĕ ялсене концерт кăтартма кайнисем халĕ те куç умĕнчех, – ăшă кулăпа аса илет ачалăхри вăхăтсене В.Дмитриев. Шăпах çав савăк вăхăтсем çын асĕнче ĕмĕрлĕх упранса юлаççĕ-çке-ха.
8 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн каччă Канашри 1-мĕш номерлĕ профтехучилищĕре электромонтер специальноçне алла илнĕ. Тăван "Урожай" хуçалăха таврăнса ĕçе кÿлĕннĕ.
Çапах та юрă-кĕвĕ тĕнчи хăй енне çавăрса илнех ăна. 1973 çулта Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищин халăх инструменчĕсен уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Дипломлă специалист пулса яла таврăнсан кăнтăрла электрик, каçхине клуб заведующийĕнче ĕçленĕ. Шкул директорĕ Мелица Ивановна: "Виталий, ачасене музыка вĕрентекен кирлĕ, килĕш-ха", – тесе ыйтсан хирĕçлемен. Киномеханик ĕçне те пĕлнĕ, кино кăтартма юнашар ялсене çÿренĕ.
– 1977 çулта, ун чухне районти культура пайĕн заведующийĕ М.Н.Даниловăччĕ, Шăхасана, районти Культура çуртне, директора куçарчĕç. Хваттерпе тивĕçтерчĕç, çав çулах çемье çавăртăм. Мăшăрпа Валентинăпа 3 ачана çутă кун пиллесе пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Халĕ пирĕн 6 мăнук. Вĕсене питĕ юрататпăр, – тет юбиляр.
В.Дмитриев культура пайне 11 çул ертсе пынă, çак хушăра вăл Чулхулари партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Районта илемлĕ пултарулăх коллективĕсене аталантарассишĕн нумай тăрăшнă. Сцена çине тухмалли тум нумай çĕлеттернĕ, тĕрлĕ инструмент нумай туяннă. Пĕр çулхине Иваново облаçĕнчи Шуя хулине кайса пĕр автоклуб хут купăс туянса килнĕ те вĕсене кашни клуба валеçсе панă. Укçи-тенкине район уйăрса панă. Çĕнĕ автоклуб та илнĕ, автохуçалăха та çĕнетнĕ. Пĕр сăмахпа, пурнăç вĕресе кăна тăнă. Клубсенче вĕреннĕ специалистсем пулччăр тесе Çĕрпÿри культура, Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищисемпе, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыка факультечĕпе тачă çыхăнса ĕçленĕ. Акатуя çÿллĕ шайра ирттерес тесе çулталăкĕпех хатĕрленнĕ.
Çулсем иртнĕ майăн Виталий Иванович районти Культура çуртне таврăннă, халăх театрне, "Ылтăн пучах" агитушкăна ăнăçлă ертсе пынă.
Темиçе çул каялла районти Культура çурчĕ çунса кайсан кунти ĕçченсене самаях йывăр килчĕ. Çавăн чухне В.Дмитриев Çеçпĕлти культура çуртне илемлĕх ертÿçине ĕçлеме вырнаçрĕ. 2005 çулта шăхасансем ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма та шаннăччĕ ăна. Ку должноçра вăл суйлав ирттериччен пĕр çул тăрăшрĕ, халăх нумай çÿрекен вырăнти тротуара асфальт сартарчĕ.
2007 çултанпа Шăхасанти фольклор ушкăнне ертсе пырать. Малтан ку ушкăн "Шурăмпуç" ятлăччĕ, ăна Н.Владимирова йĕркеленĕччĕ. Республикăри фольклор енĕпе ĕçлекен специалистсем сĕннипе "Парчар" ятпа (Шăхасан çумĕпе юхса иртекен пĕчĕк шыв) улăштарнă. "Парчар" ушкăн районта самаях палăрма ĕлкĕрчĕ. Ĕçпе юрă уявĕнче, тĕрлĕ тĕлпулу, чыслав каçĕсенче вăл курма килнисене чăваш халăх юррисемпе савăнтарать. Тăван халăхăн илемлĕ юрри-кĕввине пулас ăру валли хăварас тесе чунне парать Виталий Иванович.
Культура сферинче ĕçленисĕр пуçне В.Дмитриев Шăхасан ял тăрăхĕн депутачĕ те.
– Виталий Иванович хăйне шанса панă кирек мĕнле ĕçе те йĕркеллĕ, чĕре ыйтнă пек пурнăçлакан çын. Кирек ăçта та пуçаруллă. Çынсемпе хирĕçсе-вăрçăнса çÿремест. Ял-йыш ăна иккĕмĕш хут депутата суйлани унăн ĕçне лайăхпа хакланиех. Ял аталанăвĕшĕн, унăн тирпейлĕхĕшĕн нумай тăрăшать. Çамрăксене патриотла воспитани парассинче Виталий Ивановичăн тÿпи пысăк. Ялти паллă çынсен çурчĕсем çине асăну хăми çакасси, урама сумлă ентеш ятне парасси вăл пуçарнипе тунă ĕçсем, – çакăн пек хакларĕ юбилярăн ĕçне Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Руссков.
Паян мĕн пур тус-тăвана пухнă тулли кĕрекере Виталий Дмитриев ячĕпе калакан ырă сăмахсем ăна тата нумай çул пурăнма пысăк хавхалану кÿччĕр.
И.АНДРЕЕВА.