11 октября 2013 г.
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче, пирĕн хаклă та хисеплĕ ĕçтешĕмĕр, "Çĕнтерÿшĕн" хаçат редакцийĕн ял пурнăç пайĕн редакторĕ Геннадий Васильевич Кузнецов сумлă юбилейне паллă турĕ, 70 çул тултарчĕ. Юбиляра пирĕн районта кашни çын лайăх пĕлсе тăрать, вăл çырнă публицистикăлла статьясем, тĕрленчĕксемпе сăвăсем район хыпарçин кашни номерĕнчех кун çути кураççĕ. Вулакансем унăн произведенийĕсене кĕтсех тăраççĕ.
Г.В.Кузнецовăн пултарулăх ĕçне пысăк хак панă. Вăл – Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ, Чăваш Республикинчи писательсен Союзĕн членĕ, республикăри журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕн, А.Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ.
Г.В.Кузнецов 1943 çулта Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шуртан ялĕнче йышлă ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Вăл 1963 çулта Кульцаври вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1965-1967 çулсенче Йĕпреç районĕн хаçатĕнче литература сотрудникĕ пулса ĕçленĕ. 1967-1972 çулсенче – Красноармейски район хаçатĕнче литсотрудник пулса тăрăшнă. Унтан ăна шăпа каллех Йĕпреçе илсе çитернĕ. 1972-1991 çулсенче район хаçачĕн яваплă секретарĕ пулнă. 1991 çултанпа паян кунчченех ял пурнăç пайĕн редакторĕнче вăй хурать. 2000 çултанпа "Хыпар" республика хаçачĕн корреспонденчĕ те.
Геннадий Кузнецов тĕрлĕ енлĕ пултарулăхпа палăрса тăрать. Çивĕч пероллă журналист тăван республикăн çул çыравне ырă ĕçсем çинчен çырнă нумай-нумай публикаципе хушса пырать. Унăн тарăн шухăшлă публицистикăлла статйисем периодика пичетĕнче тăтăшах кун çути кураççĕ. Вулакансем вăл çырнă произведенисене хапăл туса йышăнаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем халăха çывăх. Вĕсенче кун-çул таппи ÿкерĕннĕ. Çав çыру ĕçĕсемпе паллашсанах автор хăй мĕнле сисĕмлĕ чун-чĕреллĕ те мал ĕмĕтлĕ, ăнтăлуллă та хавхалануллă пулни тÿрех сисĕнет. Унра çут çанталăк панă талант çăл куçĕ пек тапса тăнине туятăн. Сăмах ăстин пултарулăхĕ ăна хăйĕн амăшĕнчен, чăваш халăх сăмахлăхне питĕ лайăх пĕлнĕ тата ачисене вĕсен ăслăлăхĕпе воспитани парса ÿстернĕ Пелагея Михайловнăран та куçнă ĕнтĕ. Ашшĕ Василий Иванович ăста тимĕрçĕ пулнă.
Пĕрремĕш сăввисем вара Геннадий Васильевичăн Вăтакас Татмăшри вăтам шкулта вĕреннĕ чухне шăрçаланнă. Вĕсене чи малтан асăрхаканĕ тата хаклаканĕ паллă чăваш поэчĕ-сатирикĕ Трофим Иванов-Таçук пулнă. Вăл, "Капкăн" журналта чылай çул яваплă секретарь пулса ĕçлекенскер, шкул ачин пултарулăх ĕçĕнчи пуçламăш утăмĕсене лайăх хак панă. Геннадий Кузнецовшăн вара çырас ăсталăха ÿстермелли пĕр-ремĕш " пултарулăх лаççи" Канаш районĕнче тухса тăнă "Коммунизмшăн" хаçат пулнă, унтан вăл хăйĕн пултарулăхне "Çамрăк коммунистра" пиçĕхтернĕ.
Шкулта чăваш поэзийĕпе литературине лайăх пĕлнĕ Александр Архипов вĕрентекен литература кружокне уçнă. Унта çамрăк çыравçăсем ăсталăх туптанă. Пĕррехинче шкула паллă чăваш писателĕ, Чăваш Енри писательсен Союзĕн ертÿçи Алексей Талвир хăнана килнĕ. Вăл çамрăксен пултарулăхĕпе интересленсе паллашнă. Ачасен хайлавĕсем хушшинче 7-мĕш класра вĕренекен Геннадий Кузнецовăн сăввисем хăйне евĕрлĕ, тарăн та анлă шухăшлă пулнине асăрханă. Çавăн чухне А. Талвир унăн темиçе сăввине суйласа илнĕ те кăшт вăхăтран "Çамрăк коммунист" хаçатра ум сăмах çырса пичетлесе кăларнă.
– Алексей Талвир манăн вĕрентекен тата наставник пулнă, - аса илет Геннадий Васильевич. – Çынлăхлă та тарăн ăс-тăнлă писатель мана кашнинчех пурнăç хĕвĕшĕвĕнче çухалса каймасăр поэзи лаççине таврăнма хистетчĕ. Унăн çырăвĕсем манăн архивра халĕ те упранаççĕ. Çав çырусене тăтăшах тытса вулатăп. Вăл çырнă йĕркесем манăн чуна халĕ те хумхантараççĕ.
Кунта ырă пулăм палли пулнах çав. Г.В.Кузнецов А.Талвиртан эстафета илсе юлнă пекех каярахпа паха сăвă ярăмĕсемшĕн "Вучах" республика хаçачĕн пуçарăвĕпе туса хунă Алексей Талвир ячĕллĕ преми лауреачĕ пулса тăнă.
Геннадий Кузнецов хăйĕн сăввисенче чăн-чăн публицист шухăш-кăмăлне уçса парать. Кунашкал хайлавсен йышне мордва халăхĕн мухтавлă ывăлне М.Е.Евсевьева халалласа çырнă "Прощание" поэмине, кулаксем вĕлернĕ çамрăк хĕр çинчен çырнă "Клава Кречетникова" поэма-эссене, Совет Союзĕн Геройне Степан Илларионова халалланă "Виçĕ монолог" ĕçне, Андриян Николаев летчик-космонавт çинчен çырнă "Юлашки вĕçев" сăввине т. ыт. те кĕртмелле.
2010 çулта "Тăван тăрăх туртăмĕ" ятпа пĕрремĕш кĕнеки çапăнса тухсан Геннадий Васильевич Кузнецов çĕнĕ хавхаланупа сăвăсем çырма пуçларĕ. Ку кĕнекене вăл çырнă сăвăсене пухса пичетлесе кăларма пулăшаканĕсем – Йĕпреç хула тăрăхĕн тĕп библиотека ĕçченĕсем. Вĕсем ал çырăвĕсене йĕркене кĕртессине тата текстсене наборлассине хăйсем çине илнĕ. Тытăннă ĕçе кĕске хушăрах вĕçленĕ. Район хаçачĕн тĕп редакторĕ Константин Алимасов çак кĕнекери хайлавсем пирки акă мĕн палăртать: "Ку сăвăсенче поэтăн шухăш-кăмăлĕ, шанăçĕпе юратăвĕ ÿкерĕннĕ. Вăл иртнине те аса илет, хальхи пирки те шухăшлать, пуласлăх çинчен те ĕмĕтленет". Культура аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Г.В.Кузнецова 2006 çулта "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Ăна РСФСР Патшалăх издательство комитечĕн Хисеп грамотипе, хамăр отраслĕн Чăваш Республикинчи министерствин Хисеп грамотисемпе те, Йĕпреç районĕн Хисеп хучĕсемпе те наградăланă.
Геннадий Кузнецов туслăха питĕ хаклакан çын. Пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма та, шăпа парнеленĕ савăнăç-телее пĕрле пайлама та юлташсем ялан юнашар пулнă унăн, шанчăклă тĕрек панă. Паянхи кун та çаплах. Шкулсенче те, колхозсенче те, спорт керменĕсемпе культурăпа искусство çурчĕсенче те вăл кĕтнĕ хăна. Чăваш поэчĕсемпе çыравçисем, журналисчĕсем хушшинче те ун юлташсем чылай.
Туслăх теми унăн произведенийĕсенче те тĕп вырăн йышăнать. Çапах çакна палăртмалла, унăн произведенийĕсен тематики тĕрлĕ енлĕ: пĕчĕк тăван çĕршыв, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи, çут çанталăк, тăван тавралăх, çĕр ĕçĕпе унăн ĕçченĕсем çинчен çырнă хайлавĕсем уйрăмах чĕрене пырса тивеççĕ, хумхантарса яраççĕ. 2006 çулта вăл хамăр тăрăхри Валентин Кузнецов композиторпа пĕрле Йĕпреç районĕн гимне çырнă, ăна "Йĕпреç – тăван кĕтес" ят панă. Йĕпреçри паллă уявсем халĕ кашнинчех çак гимнран пуçланаççĕ.
Геннадий Васильевич тĕлĕнмелле хастар çын. Вăл ĕçри тивĕçĕсене пахалăхлă пурнăçласа пынипе пĕрлех тавра пĕлÿ ĕçĕсемпе тăрмашать, общество пурнăçĕнче те пуçаруллă. Çавăн пекех хăйĕн пултарулăх ĕçĕсене республика конкурсĕсене тăратать. Юлашки вăхăтра кăна ЧР Наци библиотеки ирттернĕ темиçе конкурса хутшăнчĕ, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Акă 2009 çулта "Библиотека тата манăн пурнăç кĕнеки" конкурсра "Ылтăн калем" номинацире пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Унăн сăввисен "Тăван тăрăх туртăмĕ" кĕнекийĕ 2010 çулхи "Поэзи жанрĕпе тухнă кĕнекесенчен чи вуланакан кĕнеке" номинаци çĕнтерÿçи пулса тăнă.
Поэзие тата журналистикăна ниçта та ятарласа вĕренмен пулсассăн та унăн турă панă таланчĕ вĕреннĕ çынсеннинчен те вăйлăрах хăватпа тапса тăрать. Журналистсен миçе ăрăвне хăйĕн паха опытне паман-ши вăл; Çамрăк ĕçтешĕсем паянхи кун та унран тĕслĕх илсе çырас ăсталăха вĕренсе пыраççĕ. Вăл юлашки вăхăтра çырнисем вара – пушшех те паха ĕçсем. Халĕ те поэт çĕнĕ тĕллевсемпе ĕмĕтсен ытамĕнче. Вăл сонетсен кĕнекине кăларас шухăшпа хавхаланать.
Пултарулăх ĕçĕнче ăна çемйипе çывăх çыннисем тĕрев параççĕ. Мăшăрĕпе Ираида Яковлевнăпа 45 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ (ку паллă куна вĕсем юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче кĕтсе илчĕç). Кузнецовсем икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ: Людмила Геннадьевна Хурамалти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет, Елена Геннадьевна Йĕпреçри тĕп библиотекăн информаци центрĕн заведующийĕ. Мăнукĕсем: Артур Иванов – И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн стоматологи специальноçне вĕренекен 2-мĕш курс студенчĕ; Марта Иванова И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ют чĕлхесен факультетĕнче 1-мĕш курсра вĕренет; Виктория Романова – Канашри финанспа экономика колледжĕн 1-мĕш курс студенчĕ; Виктор Романов – Хурамалти вăтам шкул вĕренекенĕ, 8-мĕш класа çÿрет.
Мăнуксем кукашшĕне ырă тĕслĕх вырăнне хурса хисеплеççĕ, юбилей саламĕ яраççĕ.
С. БЫКОВА,
Йĕпреç район хаçачĕн яваплă секретарĕ.