АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăхăр уйăхри ĕçсене пăхса тухрĕç

11 октября 2013 г.

 

Район администрацийĕн пайĕсемпе службисен ертÿçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен черетлĕ анлă канашлăвĕ иртрĕ. Вăл евĕклĕ ĕçпе пуçланчĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов "Çулталăкăн чи лайăх çамрăк специалисчĕсем" конкурсра тата "Наци кросĕ – 2013" ăмăртура малти вырăнсене йышăннă командăсене наградăсем пачĕ. Çакăн хыççăн канашлу ĕçе пуçăнчĕ.

"Дортехсервис" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ Н.Поверный районти пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хĕле хатĕрлес ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Предприяти 19 котельнăя пăхса тăрать. Тухса калаçаканăн нумай ыйтăва хуравлама тиврĕ.

Канашлăва хутшăннисем хулапа районта пурăнакансене социаллă хÿтлĕх паракан пай 9 уйăхра мĕнле ĕçленипе пай пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева докладĕнчен пĕлчĕç. Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан С.Никифоров пайăн январь-сентябрь уйăхĕсенчи ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, районта йывăр, уйрăмах йывăр преступленисем тăвасси ÿснĕ. 73 автоинкек пулнă, вĕсенче 15 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 114-ăн сусăрланнă. Доклад тăвакан ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ирĕклĕ халăх дружинисен ĕçĕсене вăйлатма чĕнсе каларĕ.

Район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова, районăн контрольпе шутлав органĕн председателĕ В.Салдаев отчет туса пачĕç, залран панă ыйтусене хуравларĕç.

Кăшнаруй, Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем А.Васильевăпа Н.Кириллов ял территорийĕсене тирпей-илем кÿрес, суйлавçăсен наказĕсене пурнăçлас, налуксем пухас енĕпе ĕçсем мĕнле пыни çинчен каласа пачĕç, профилактика канашĕсен ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ял тăрăхĕсен ку чухнехи çивĕч ыйтăвĕсене, вĕсене татса парас енĕпе мĕнле ĕçсем тумаллине аса илтерчĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика