АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аваллăха пĕлни малашлăха курма пулăшать

09 октября 2013 г.

 Геннадий Матвеевич Матвеев пирĕн районти Мăкăр ялĕнче çуралса ÿснĕ. М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн философи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Нумай çул хушши республикăри аслă шкулсенче студентсене философи предметне вĕрентнĕ. Геннадий Матвеевичăн кун-çулĕ çинчен хамăр хаçатăн пĕр кăларăмĕнче туллин çырса кăтартнăччĕ. Вăл пирĕн районтан тухнă философи наукисен докторĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх архивĕнче ĕçлет. "Май пуррипе усă курса районти ялсен историне те тĕпчеме тăрăшатăп. Вĕсемпе хаçат вулаканĕсене паллаштарас кăмăлăм пысăк", – тет пирĕн тĕпчевçĕ ентеш.

1551 çулта чăвашсем Мускав патшалăхĕн шутне кĕреççĕ. 1552 çулта IV Иван патша ертсе пынипе Хусана пăхăнтараççĕ. Çакăн хыççăн чăвашсене тутарсем мăшкăлласси чакса пынă. Чăвашсем вырăссемпе туслашса пĕрле пурăнма пуçлаççĕ. Вырăс патшалăхĕ чăвашсене хăй майлă çавăрма IV Иван патша 1555 çулта хăйĕн Указĕпе Хусан епархине туса хунă (Хаяр Иван патша 1530-1584 çулсенче пурăннă). Çав учреждени чиркÿ, монастырь, часавай тăвас тата вырăс мар халăхсене христиан тĕнне ĕнентерес енĕпе ĕçленĕ. Чăваш темиçе пин çул хăйĕн тĕнне пăхăнса пурăннă.

1 Петĕр, унăн хĕрĕ Елизавета, уйрăмах иккĕмĕш Кĕтерне патшара ларнă чухне чăвашсене христиан тĕнне ĕнентересси питĕ ăнăçлă пулса пынă.

Архив докуменчĕсем çырнă тăрăх, пирĕн районти Ачча ялĕнчи чиркĕве 1744 çулта йывăçран туса лартнă. Анчах та вăл 1808 çулта аçа çапнипе çунса кайнă. Чиркÿрен мĕн илсе тухма ĕлкĕрнĕ çав япаласене пĕтĕмпех Хусанти Консистори указĕпе Шăхасан чиркĕвне вăхăтлăх кайса панă. Шăхасан чиркĕвне Клюев купса укçипе 1792 çулта туса лартнă.

1808 çулта Хусанти Консистори (чиркÿпе тĕн енĕпе ĕçлекен учреждени) Аччара хăйĕн укçипе кирпĕчрен çĕнĕ чиркÿ туса лартма йышăннă. Ăна 1813 çулта туса пĕтернĕ. Чиркÿре 3 пуп, пачăшкă, 2 диякон, 3 тиек, 3 пономарь, чиркÿ старости ĕçленĕ. 1814 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче Татмышево (Ачча) салинче чиркÿ туса пĕтерни çинчен Хусана пĕлтернĕ. Ăна тунă çĕре миçе çын хутшăннине, кам ертсе пынине эпĕ архив докуменчĕсенче тупаймарăм. Чиркÿ тума темиçе çĕр пин кирпĕч кÿрсе килнĕ. Çав кирпĕчсене Аччапа Рункă хушшинче вут хутса, хĕртсе ĕçе юрăхлă тунă. Çĕнĕ Ачча вăрманĕнчен хăйăр турттарнă. Ун чухне вăрман пулман та пулĕ.

1813 çулта 18 ялта 800 кил хуçалăхĕ пулнă, 3203 çын пурăннă. Сăмахран, Аччара 38 кил-çурт, Çĕнĕ Аччара 96 килте 280 çын пурăннă, Катекре – 21 хуçалăхра 100 çын, Тури Юнтапара – 30 хуçалăхра 215 çын, Кушăкра – 9 килте 54 çын, Хирти Тукайра 5 килте 22 çын пурăннă.

Ачча чиркĕвне Канаш районĕнчи чиркÿсенчен чи малтан туса лартнă. Мĕншĕн-ха ăна шăпах Ачча ялĕнче, урăх çĕрте мар, тума йышăннă; Çак пулăма мĕнпе ăнлантарса пама пулать; Чиркÿ тăвас шухăш кам пуçĕнче çуралнă-ши; Ман шутпа, чиркÿ тăвасси икĕ пулăмпа çыхăннă. Пĕрремĕшĕ, 1740 çулта архимандрит ертсе пынипе чиркÿ енĕпе ĕçлекен хисеплĕ мисси Мускавран Хусан кĕпĕрнине килсе çитнĕ. Вĕсем килнĕ хыççăн Чăваш Енре чиркÿ тăвасси, чăвашсене Христос тĕнне ĕнентересси хăвăртланса кайнă.

Иккĕмĕш сăлтавĕ, ман шутпа, Христос тĕнне ĕненнĕ çынсем чиркĕве çÿренĕ, чиркÿсĕр пурăнма пултарайман. Çавăнпа та Аччара чиркÿ тăвас шухăш çуралма пултарнă вĕсен. Ачча патĕнче ĕçленĕ, пурăннă вырăс предпринимателĕсем чиркÿ тăвас ĕçе хутшăнни çинчен документсем çук.

Архив докуменчĕсем палăртнă тăрăх, Ачча ялĕ çумĕнче Шупашкар купсисем Ф.Н. тата М.О.Котельниковсем 1740 çултан пуçласа 1757 çулччен шурă эрех юхтарса пурăннă. Çав завод çулталăкне 2500 витре эрех юхтарнă. Вĕсем Ачча тăрăхĕнчи чăвашсене мăшкăлланă, питĕ усал та хаяр çынсем пулнă.

18-мĕш ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Çĕрпÿ купси Ф.Н.Толмачев Санар çырми патĕнче, Уравăшпа Хирпуç ялĕсем хушшинче (халĕ Вăрнар районĕнчи ялсем) хрусталь, кантăк кĕленче кăларакан мануфактура лартнă. Унти йывăр ĕçсене чăвашсем туса пынă. Çак купсасем чăвашсене çын вырăнне хуман, хĕрсене мăшкăлланă.

Çак хуçасем хăйсемпе пĕрле вырăссене илсе килнĕ. Санар ятлă вырăс ялĕ пуçланса кайнă. Вĕсем чиркÿсĕр пурăнма пултарайман. Санар ялĕнчи вырăссем пурăна киле Ачча ялне куçса килнĕ, чăвашсемпе хутшăнса кайнă.

Архив докуменчĕсенче Аччана "с. Татмышево, Церковное, Первый околодок" сăмахсемпе паллă тунă. Преданисем тăрăх, Ачча ялĕ Хаяр Иван патша чухнех пулнă тесе çырнă паллă историк В.Д.Дмитриев. Вăл каланă тăрăх, Ачча çыннисем Çĕрпÿ патĕнчен куçса килнĕ. Кунта шурлăхлă вырăн пулнă. Василий Дмитриевич каланă тăрăх, Ачча сăмах тутар чĕлхинче "кислое, йÿçĕ" тенине пĕлтерет. Куçса килнĕ çынсем çут çанталăк енчен пуян таврашра вырнаçнă: Кĕçĕн Çавалта пулă нумай пулнă, улăх, хура çĕр...

Аччана малтан Первые Татмыши тенĕ. Çак ялтан Вăтам Татмăш, Анат Татмăш ялĕсем пуçланса кайнă. Кайран, пурăна киле, ял çĕрне пайланă чух çынсем вăрçса, тавлашса кайнă, çавăн хыççăн пĕрисем Йăлмачча, теприсем Çĕнĕ Ачча вырăнне куçса кайнă. Çĕнĕ Ачча хальхи вырăнтан çухрăм çурă аяккарах вырнаçнă пулнă. Кунта ниепле те выльăх-чĕрлĕх ĕрчемен. Вара вĕсем хальхи вырăна куçса ларнă.

Чиркÿллĕ Аччара пасар уçăлнă. Çак пасара Чулхула, Чĕмпĕр, Хусан енчен çынсем суту-илÿ тума килсе çÿренĕ.

Хальхи вăхăтра служба ирттерекен чиркÿ историне Аччари, çывăхри ялсенчи çынсем архив докуменчĕсерех пĕлсе тă-раççĕ. Çветтуй Михаил Архангелăн Таса Амăшĕ çуралнă ятпа лартнă чиркĕве 1813 çыннăн укçи-тенкипе кирпĕчрен тунă. Вăл икĕ престоллă. Прихута 18 ял кĕнĕ. Виçĕ священник, икĕ диан, виçĕ тиек, виçĕ пономарь ĕçленĕ.

Чиркĕвĕн стени 1 метр хулăнăш. Совет саманинче унта удобрени склачĕ вырнаçнă пулнă.

Ачча чиркĕвне районта чи малтан хута янине палăртрăмăр ĕнтĕ. Ун хыççăн йĕркипе ытти ялсенче те кĕлĕ тумалли çуртсем уçăлма пуçланă: Шаккăлта – 1773 çулта, Шăхалĕнче – 1818 çулта, Сиккассинче – 1892 çулта, Вăтапуçĕнче – 1897 çулта, Ухманта – 1899 çулта, Энтриялĕнче – 1899 çулта, Шăхранта (Канашра) – 1901 çулта, Шуркассинче – 1908 çулта, Ямашра – 1908 çулта, Янкăлчра – 1909 çулта, Ăвăспÿрт Кипечре – 1912 çулта.

Г.МАТВЕЕВ,

философи наукисен докторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика