09 октября 2013 г.
Вăрман Енĕш хĕрĕ Н.Михайлова вĕрентекенсен çемйинче çитĕннĕ. Ашшĕ, Петр Митрофанович, ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ачасене географи, амăшĕ, Ия Семеновна, математика вĕрентнĕ. Надя вĕсем пекех пурнăçне шкулпа çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. 1993 çулта Ямаш вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан мĕн тума шутланине пурнăçлас тĕллевпе Канашри педагогика училищин алăкне уçса кĕнĕ. Пуçламăш классене вĕрентекен дипломне илсен çамрăк специалист тăван ялĕнчи шкулта ĕçлеме пуçланă. Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче кĕретсĕр майпа вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ.
Надежда Петровна 2007 çулта ялти шкула хупсан Ямаш вăтам шкулне куçать. Кунта вăл кĕçĕн класс ачисене пĕлÿ парать. Хăйĕн ĕçне тăрăшса, юратса туса пырать. Нумаях пулмасть çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿ тата тĕрĕс воспитан парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç.
В.АЧЧА.