АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фарфор туйпа тата юбилейпе саламлатпăр

09 октября 2013 г.

 Вăтапуçĕнчи пĕтĕмĕш-ле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 12 çул ытла пĕлÿ çуртне тĕрĕс тĕкел тытса тăрас енĕпе Виталий Кузьмич Яшков тăрăшать. Вăл 1963 çулхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Кайăкьял ялĕнче çуралнă. Çемьере Виталий виççĕмĕш ача пулнă. Ашшĕпе амăшĕ – Кузьма Васильевичпа Ольга Васильевна – 6 ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

– Аттепе анне пире пĕчĕклех ĕçе вĕрентсе ÿстернĕ. Арçын ачасем пулнăран урай çăвасси те, кĕпе-йĕм çăвасси те пирĕнре пулнă. Пире мĕнле ĕç тума хушса хăварнă, çавна вăхăтра пурнăçланă. Çак хăнăхнă йĕркепе паян тумалли ĕçе ырана хăвармастăп, – тет çирĕппĕн Виталий Кузьмич.

В.Яшков 1981 çулта 10 класс пĕтернĕ те Шупашкарти энергетика техникумне вĕренме кĕме заявлени кайса панă. Экзаменсене ăнăçлă тытса виçĕ çултан алла диплом илнĕ.

– Çак техникума вĕренме кайма юлташăн ашшĕ Анатолий Васильевич Тихонов сĕнчĕ. Вăл хăй те энергетика техникумĕнчен вĕренсе тухнă, тăван хуçалăхра электрик пулса ĕçленĕ. Ырă канаш панишĕн Анатолий Васильевича ĕмĕрĕпех тав сăмахĕ калатăп, – пĕлтерчĕ вăл.

1984-1986 çулсенче В.Яшков Хабаровск тăрăхĕнче хĕсметре пулнă. Ĕçлĕ кун-çулне "Гвардеец" колхозра пуçланă, инженер электрик тивĕçĕсене пурнăçланă. 2001 çулта çурла уйăхĕнче Вăтапуçĕнчи шкула ĕçлеме куçнă.

Виталий Яшков çемьеллĕ. 1993 çулта Зоя Петровнăпа çемье çавăрнă. Вĕсем икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Асли – Дима, Шупашкарта ĕçлесе вĕренет. Кĕçĕнни – Саша, Мускав хулинче хĕсметре тăрать. Кăçал Яшковсен çемйинче икĕ пысăк пулăм. Эпир, пĕрле ĕçлекенсем, Виталий Кузьмича çемье чăмăртанăранпа 20 çул çитнипе (фарфор туйпа) тата 50 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кун-çул сунатпăр.

Л.ГРИГОРЬЕВА вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика