09 октября 2013 г.
Уçырмара пурăнакан Н.Васильев юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ. Николай Васильевич Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлекенсен ретне 1942 çулта тăнă. Сталинград патĕнчи çапăçусене хутшăннă. Танксен ротинче стрелок пулса çапăçнă. Çĕнтерĕве Хĕвел тухăç Пруссинче кĕтсе илнĕ. Тăван тăрăха 1946 çулта таврăннă. Çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе 4 ача пăхса ÿстернĕ. Юбилярăн 8 мăнук, 13 кĕçĕн мăнук, чи кĕçĕн мăнукĕсем иккĕн.
Тăхăр вунă çул тултарнă ятпа Николай Васильевича район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов, районпа хула халăхне социаллă пулăшу паракан уйрăм пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева, Уçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов, ялти культура çурчĕн директорĕ Ю.Николаева саламланă, чечек çыххи, парне панă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Малти Питтикасси ялĕнче çуралса ÿснĕ А.Уваровăна 95 çул тултарнă ятпа саламланă. Вăл – 6 ача амăшĕ, унăн 14 мăнук, 12 кĕçĕн мăнук. Хальхи вăхăтра ĕç ветеранĕ тата тыл ĕçченĕ Матьшÿ ялĕнче Татьяна мăнукĕн çемйинче пурăнать.
Владислав Васильевич Раççей Президенчĕн саламне вуласа панă. Анна Семеновна ячĕпе Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Иванова та нумай ăшă сăмах каланă, "Шĕкĕр" фольклор ансамблĕ илемлĕ чăваш юррисем шăрантарнă. Юбиляр хăй те юратнă юррине юрласа панă.
А.ВИТАЛЬЕВ.