09 октября 2013 г.
Çĕр чăмăрĕ хăй тĕнĕлĕ тавра çаврăннă чухне Учитель профессийĕ пĕтмест. Чун хушнипе шкула ĕçлеме килнĕ çын ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн, вĕсене пурнăçра тĕрĕс çулпа утма вĕрентессишĕн ырми-канми тăрăшать. Шкул ĕçне ăнсăртран суйласа илнĕ çын вара кунта нумай тытăнса тăраймасть. Талантлă, ырă чунлă, ăслă вĕрентекенсене ачасем те юратаççĕ. Пирĕнтен кашнийĕнех юратнă учитель пулнă. Ăна эпир атте-аннене каласа пама вăтаннă вăрттăнлăха та уçма пултарнă.
Октябрĕн 4-мĕшĕнче районти педагогсем савăнăçлă лару-тăрура хăйсен профессиллĕ уявне паллă турĕç. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕн пысăк залне пухăннă вĕрентекенсене уяв ячĕпе саламлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Александров, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Ивановăн пулăшуçи В.Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем хутшăнчĕç. Вĕсенчен кашниех учитель ĕçĕ йывăр та сумлă, пархатарлă та питĕ кирлĕ ĕç пулнине уçăмлăн палăртрĕ.
В.Александров депутат хăйне пĕлÿ панă, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнă Çĕнĕ Пинерти пуçламăш, Ухманти вăтам шкулсенчи учительсене ăшшăн аса илсе тав турĕ.
В.Софронов районти вĕрентÿ кăтартăвĕсем çултан çул лайăхланса пынине палăртрĕ, çакăншăн учительсене тав турĕ. Кăçал, сăмахран, шкул вĕренсе пĕтернĕ 201 ачаран 15-шĕ ылтăн медале, 9-шĕ кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Аслă шкулсене вĕренме кĕнисен шайĕ 69,7 процентпа (пĕлтĕр – 60 проц.) танлашнă. Кăçал пирĕн района тăхăр çамрăк педагог килни те ырă пулăм. Владислав Васильевич учительсене "вĕрентÿ ĕçĕнчи патриотсем" тесе хакларĕ.
Чăн та, учитель профессине алла илсен те шкула ĕçлеме кайман дипломлă специалистсем мĕн чухлĕн. Ачасене пĕлÿ парассине паян çирĕп кăмăллă, пултаруллă, малашлăха шанакан çамрăксем çеç суйласа илме пултараççĕ -тĕр.
Уявра нумай педагога наградăпа чысларĕç. Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕн физкультура учителĕ Ю.Васильев, Вырăскас Пикших шкулĕн директор çумĕсем Р.Ефимовăпа В.Тимофеев, Сухайкасси тата Шуркасси шкулĕсен чăваш чĕлхи учителĕсем В.Ивановăпа Э.Кириллова, Пайкилт вăтам шкулĕн директорĕ В.Ильин, Шăхасан тата Çĕнĕ Чалкасси шкулĕсен акăлчан чĕлхине вĕрентекенĕсем Н.Федоровăпа Е.Яковлева "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ" ята тивĕçрĕç.
Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿпе наука министерствин, Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин, район администрацийĕн Хисеп грамотисене илнисем те чылаййăн пулчĕç.
Районта вĕрентÿ системине çĕнĕлĕхсем кĕртес тата пултаруллă педагогсене палăртас тĕллевпе çулленех район администрацийĕн грантне çĕнсе илессишĕн вĕрентекенсем хушшинче хăйне евĕрлĕ тупăшу иртет. Кăçал "Чи лайăх учитель" номинацире Карăклă вăтам шкулĕн историпе общество пĕлĕвне вĕрентекен М.Герасимова, "Хушма пĕлÿ паракан чи лайăх педагог" номинацире Вырăскас Пикших шкулĕнче нумай çул черчени, технологи тата ИЗО предмечĕсене вĕрентекен Т.Елисеева, "Шкулчченхи вĕрентĕвĕн чи лайăх педагогĕ" номинацире Шăхасанти "Хĕлхем" ача сачĕн воспитателĕ Н.Давыдова, "Лидер ертÿçĕ" пайра Атнаш шкулĕн директорĕ Н.Фролов мала тухнă, вĕсем 10 пин тенкĕлĕх гранта çĕнсе илнĕ.
Вĕрентÿ ĕçченĕсен районти профкомĕн председателĕ С.Васильева тата райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн начальникĕ Ю.Алексеев учительсене тав туса наградăсемпе хавхалантарчĕç.
Хăйсен ĕмĕрне шкулта ĕçлесе ирттернĕ ветерансем те пулчĕç уявра. Вĕсен ячĕпе Пайкилт шкулĕнче нумай çул директор çумĕ пулса ĕçленĕ П.Николаев тухса калаçрĕ. Самана кирек мĕнле çаврăнса килсен те учитель хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçланине çирĕплетрĕ вăл. "Ачасем сивĕ классенче вĕреннĕ вăхăтсем асрах-ха. Чернил пăрланса ларатчĕ. Ачасем шăнса кайнипе çыраймастчĕç. Халĕ шкулсем кермен пек, çутă, ăшă, хăтлă, унта ĕçлес, вĕренес килсе тăмалла", – терĕ Петр Николаевич.
Чыслав хыççăн вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хатĕрленĕ пысăк концерт пулчĕ. Пĕр-пĕрин пултарулăхне курса педагогсем савăк кăмăл, хавхалану илчĕç.
Тавах сире, хисеплĕ те юратнă учительсем, пире ăс-тăн панăшăн, çын пулма пулăшнăшăн. Сире ачасем яланах асра тытчăр.
И.ВЛАДИМИРОВА.