04 октября 2013 г.
Пилĕк ача çуратса ÿстертĕм. Сентябрь уйăхĕнче 50 çул тултартăм, çавна май хама ватлăх çитнипе пенсие кăларма ыйтса пенси уйрăмне кайрăм. Анчах та манăн пенсие тума ирĕк çук, ĕç стажĕ 14 çул кăна иккен. Тĕрĕсех турĕç-ши мана пенсие кăлармасăр;
А.КИРИЛЛОВА.
Тĕрĕсех тунă. РФ 2001 çулта декабрĕн 17-мĕшĕнче тухнă "Раççей Федерацийĕн ĕç пенсийĕсем çинчен" саккунăн 28-мĕш статйипе килĕшÿллĕн пилĕк е ытларах ача çуратса вĕсене 8 çула çитиччен пăхса ÿстернĕ, 15 çултан кая мар стаж пухнă хĕрарăмсене ватлăх çитнипе ĕç пенсийĕ шутласа параççĕ.
Саккунăн 10-мĕш статйинче палăртнă тăрăх – ĕçленĕ вăхăтра РФ Пенси фондне страхлав взносĕ хывса тăнă тапхăр кăна страхлав стажне кĕрет. Страхлав стажне çавăн пекех çак тапхăрсене те кĕртеççĕ:
- ĕçлемесĕр ларнă вăхăтра пособи илсе тăнă тапхăр;
- кашни ачапа çулталăк çурăна çитиччен ларнă тапхăр, анчах та стажа виçĕ çулĕ çеç кĕрет.