04 октября 2013 г.
"Çынна ĕçне кура хисеплеççĕ", – текен ваттисен сăмахĕсем Çеçпĕл ялĕнче пурăнакан Любовь Николаевна Никифоровăна тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Вăл хăйĕн пурнăçĕнче тунă ĕçсемшĕн чăннипех хисепе тивĕç. Любовь Николаевна 50 çул каялла авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ.
Çемьере асли пулнă май (2 ача пулнă) ун-кун тумалли ĕçсем пĕтĕмпех ун çине тиеннĕ. Çамрăк пике нихăçан та турткалашса тăман, пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлама тăрăшнă. Амăшĕ чире пула çамрăклах çĕре кĕнĕ.
Шкул пĕтерсен Люба хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Аппăшĕпе шăллĕ кил-çурта тирпейлесе тытса пынă. Хĕрупраçăн ĕç биографийĕ 1981 çултан пуçланать. Ун чухне вăл Анаткасри фельдшер пунктĕнче ĕçлеме пуçланă. 1984 çулта Çеçпĕл каччипе Леонидпа çемье чăмăртанă. Вĕсен çемйинче икĕ хĕр çитĕннĕ.
Каярах Любовь Николаевна Çеçпĕлти ача садĕнче ĕçлеме тытăнать. Унта вăл 10 çул тимлет. 1997 çулта Çеçпĕл ялĕнче ваттисен çурчĕ уçăлсан тăрăшуллă хĕрарăм унта ĕçлеме куçать. Ватăсене пăхма çăмăл мар, анчах та социаллă ĕçчен кашнинпе пĕр чĕлхе тупма тата кăмăлĕсене тивĕçтерме тăрăшать. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн 16 çул хушшинче ăна пĕрре кăна мар Хисеп грамотисем парса наградăланă.
Никифоровсен телейлĕ çемйинче 2 мăнук çитĕнет. Çак кунсенче Любовь Николаевна 50 çулхи юбилейне паллă тăвать. Эпир ăна çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул тата вăй-хăват сунатпăр.
М.АРТЕМЬЕВ.