04 октября 2013 г.
Хулари 5-мĕш вăтам шкулта чăвашсен мĕн авалтан пыракан культурине аталантарса çÿле çĕклес енĕпе паха ĕç тăваççĕ. Çак пархатарлă ĕçре уйрăмах технологи урокĕсене ирттерекен Галина Тимофееван тÿпи пысăк. Паян эпир унăн технологи кабинетĕнче ăшшăн калаçса ларатпăр.
- Ĕлĕк, эпир шкулта вĕреннĕ чухне, технологи урокĕсене "ĕç урокĕсем" теттĕмĕр, - тет Галина Арсентьевна. - Эпĕ хĕр ачасене çĕвĕ çĕлеме, тĕрĕ тĕрлеме, апат-çимĕç пĕçерме - кĕскен каласан, хĕрарăма куллен килте тумалли ĕçсене вĕрентетĕп. Хĕрсен ÿссе çитĕнсе çемье çавăрсан темĕн тума та пĕлмелле вĕт-ха. Шкулăн хăйĕн çĕр участокĕ пур, унта та пахча çимĕç, тĕрлĕрен чечек ÿстерсе çĕр ĕçне хăнăхаççĕ вĕсем.
- Галина Арсентьевна, эсир хулара чăвашсен ĕлĕкхи ал ĕçĕсене сыхласа хăварса халăх хушшинче сарас енĕпе çине тăрса ĕçленипе палăрса тăратăр. Сăмахран, чăваш тĕррине ачасене вĕрентес енĕпе...
- Юлашки вăхăтра чăваш культурине сыхласа хăварас ыйтусем çине тимлĕнрех пăхма тытăнчĕç. Çавна тĕпе хурса эпĕ те хамăн ĕç программине чăваш тĕррине вĕрентмелли уроксене кĕртрĕм. Ачасем уроксенче хаваспах ĕçлеççĕ. Вĕсене акă мĕн тĕлĕнтерет: мĕнле-ха ĕлĕкхи хутла пĕлмен чăваш хĕрарăмĕсем илемлĕ тĕрĕсем тĕрлеме пĕлнĕ! Чăваш тĕррисем пичĕ енчен те, тÿнтер енчен те питĕ илемлĕ вĕт-ха! Тепĕр чухне вĕсене уйăрса илме те йывăр!
"Культурăсен
диалогĕ": классен хушшинчи
конкурссем
- Çак ĕçе эсир тăвансенчен вĕренмен пулĕ; Темшĕн юлашки вăхăтра ялсенче те ку тĕрĕпе интересленекенсем курăнсах каймаççĕ...
- 5-мĕш шкулта эпĕ 2000 çултанпа ĕçлетĕп. Унччен Мари Республикинче училищĕре çĕвĕçсене вĕрентнĕ. Кунта килсен мана Шупашкара квалификацине ÿстермелли курса вĕренме ячĕç. Унта Халăх пултарулăх çуртĕнче семинар иртрĕ, республикипех паллă ал ĕç ăсти Евгения Николаевна Жачева чăваш тĕррипе мастер-класс ирттерчĕ. Çавăн хыççăн питĕ интересленме пуçларăм чăваш тĕррипе, вĕреннĕçемĕн вĕренсе пытăм, ал ĕçĕсем тума тытăнтăм, унтан ачасене вĕрентме пуçларăм.
- Галина Арсентьевна, вара эсир шкул вĕреннĕ чухне, е каярахпа чăваш тĕррине пĕлмен-им;
- Çук. Пирĕн тăрăхри ялсенче ун чухне хĕреслĕ майпа тĕрленĕ е яка тĕрĕпе интересленнĕ. Ку паха ĕçе эпĕ Евгения Николаевнăпа курса калаçсан пуçăнтăм. Акă тата мĕн интереслĕ: пирĕн шкулта 16 тĕрлĕ халăх ачи вĕренет. Вырăссемпе чăвашсемсĕр пуçне эрмен, таджик, узбек, грузин тата ытти нумай халăх ачи пĕлÿ пухать. Вĕсем пурте чăваш культурине хаваспах ăса илеççĕ. Чăваш тĕррипе ирттернĕ республикăри конкурса пирĕн шкултан пуçласа тутар хĕрачи хутшăнма тивĕç пулчĕ.
Пирĕн шкулта "Культурăсен диалогĕ" текен проектпа çине тăрса ĕçлеççĕ, унпа Мускава та кайса килчĕç. Çак проекта пурнăçа кĕртес тесе тĕрлĕрен выставкăсем ирттеретпĕр, тĕрлĕ халăхсен апат-çимĕçне (паллах, ачасен ашшĕ-амăшĕсем пулăшнипе) куравсене тăрататпăр. Классем хушшинче "Чăваш пики", "Тутар пики", "Варвара - русая коса" конкурссем ирттеретпĕр, куравсем вăхăтĕнче ачасем ăсталанă япаласене те кăтартатпăр.
Конкурсра - пĕрремĕш вырăн
- Çакă мăй çыххине хăвăр тунă е ачасем ăсталанă;
- Историе пăхас пулсан, ку качча кайман хĕрсен мăй çыххийĕ. Пĕр пайне вĕтĕ шăрçапа, тепĕр пайне кивĕ вак укçапа илемлетсе тунă. Ку ачасен ĕçĕ. Ачасемпе эпир проектсем те çыратпăр. Пĕрремĕш ĕç пирĕн чăваш хушпăвĕ çинчен пулчĕ. Чăваш Республики этнографи енчен виçĕ ушкăна пайланать-çке-ха. Çав проектра эпир çав виçĕ ушкăнри хушпусене тĕпчерĕмĕр. Асаннесен, кукамайсен арчинчен ялта хамăр енчи авалхи хушпăва тупрăм. Ăна пур енчен те тĕпчесе пуканене хушпупа пĕрле чăваш тумтирне тăхăнтартăмăр, кĕпине алăпа тĕртнĕ питĕ çемçе пиртен çĕлерĕмĕр. Анатри чăвашсем шурă кĕпе сайра тăхăннă, пирне тĕрлĕ тĕслĕ çипсенчен тăваткăллатса тĕртнĕ. "Пестрица" тенĕ ăна вырăсла. Кĕпе-тумтирĕ ун чухнехи саманари пекех пултăр тесе ачасем питĕ тăрăшрĕç. Мăй çыххине те, тĕветне те, хушпăвне те турĕç. Вак укçисем совет влаçĕ чухнехисем пулчĕç, вакă шăрçисем - хальхи вăхăтрисем. Саппунне те ачасемех канва хурса тĕрлерĕç. Вара çак пукане хулара проектсен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, республикăри конкурса та хутшăнтăмăр. Ку пирĕн пĕрремĕш ĕç пулчĕ.
Унтан ачасемпе тухья турăмăр, каллех пуканене тумлантартăмăр. Çак ĕçе тунă чухне Зинаида Вороновăн ĕçĕсене пăхса тухрăмăр, вăл çырнă "Чăваш халăх искусстви" кĕнекепе усă куртăмăр.
Технологи урокĕсене 5 - 11-мĕш классенче вĕренекенсемпе ирттеретпĕр пулсан, кашни класрах чăваш халăх культурине сыхласа хăварса малалла аталантарас тĕлĕшпе ĕç программине "национальный культурный компонент" текен темăна кĕртнĕ. Çак уроксенче çекĕлпе çыхма вĕренетпĕр - ĕлĕк ал шăлли вĕçĕсене çекĕлпе çыхса тунă вĕт-ха. Саппун вĕçĕсене те çекĕлпе (крючокпа) çыхнă. Хĕрарăмсем ĕлĕк тĕрĕсене мĕнле çыхнă, çавăн пек çыхма вĕренетпĕр. Вара çав тĕрĕсемпе ал шăллисем тунă чухне усă куратпăр.
Шкулта ирттернĕ семинар
Халĕ чăваш кĕпи тĕрлетпĕр, çаннисене, кĕпе вĕçĕсене тĕрлесе пĕтернĕ, пĕр çаннин хултăрмачĕ кăна юлнă. Вара çавсене тĕрлесе пĕтерсен саппун вĕçне тунă чухне алăпа çыхнă тĕрĕсемпе усă куратпăр. Унчченхи чăваш кĕпине çывăхрах пултăр тетпĕр-çке.
- Ĕлĕк кашни хĕрарăм тĕрĕ тĕрлеме пĕлнĕ - кĕпине те, саппунне те хăй аллипе тĕрленĕ. Хĕр чухне юратнă савнине сăмса тутри те тĕрлесе панă. Халĕ çав йăла пĕтрĕ, кĕпе-саппун тĕрлекенсем те уйрăм çынсем кăна...
- Самана улшăнчĕ çав. Пирĕн, шкулсенче алă ĕçне вĕрентекенсен, чăваш культурине пĕтме памалла мар, хамăр мĕн пĕлнине çамрăк ăрăва вĕрентсе хăвармалла. Ку - пирĕн чи пирвайхи тивĕç.
- Галина Арсентьевна, чăваш тĕррине Канашри ытти шкулсенче вĕрентеççĕ-и; Пĕлетĕп-ха, пĕрремĕш вăтам шкулта ку енĕпе Захарова Роза Александровна питĕ тăрăшса ĕçлет...
- Виçĕм çул хамăр шкулта, Евгения Николаевна Жачевăна чĕнсе илсе, республикăн кăнтăр районĕсенчи шкулсенчи ĕç учителĕсен семинарне ирттертĕмĕр. Икĕ куна пычĕ вăл. Канаш, Тăвай, Елчĕк, Йĕпреç, Патăрьел районĕсенчен ĕç учителĕсем пуçтарăнчĕç, хăйсемпе пĕрле ачасем ăсталанă ĕçсене илсе килчĕç. Вĕсен куравне йĕркелерĕмĕр. Евгения Николаевна мастер-класс ирттерчĕ, илсе килнĕ кашни ĕçе тишкерсе ăçта мĕнле йăнăш тунине кăтартса пачĕ. Питĕ усăллă пулчĕ калаçу. Вара Евгения Николаевна тепĕр кунне, семинар ĕçне пĕтĕмлетсе, çапла каларĕ: "Шупашкарта республика шайĕнче ирттернĕ семинарсенче пĕринче те çын çакăн чухлĕ пулман", - терĕ. Çакăн пек семинарсене татах та ирттерме палăртса хăвартăмăр. Хулари 11-мĕш, 8-мĕш шкулсенче ачасене чăваш культурипе паллаштарас енĕпе тăрăшса ĕçлеççĕ, унти ĕç учителĕсене эпĕ лайăх пĕлетĕп.
Ман асăмран Евгения Николаевна сăмахĕсем тухмаççĕ, эпир унпа час-часах телефонпа калаçса илет-пĕр: "Патăрьел енне кайса конкурс ирттертĕм, - терĕ вăл мана пĕррехинче. - Унти халăх питĕ ĕçчен, анчах унти тĕрĕçĕсене специалист пулăшăвĕ кирлĕ. Чăваш тĕррин хăйĕн йĕрки пур. Унта хĕрлĕ тĕс нумайрах, сарă, симĕс, кăвак тĕссен хăйсен пропорцийĕ, виçи пур. Çавна патăрьелсене кайсах вĕрентмелле, Шупашкара çитме вĕсене инçерех…
- Патăрьел тăрăхĕнче чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ ăстаçăсем çукрах-им;
- Семинарне ирттерме Евгения Николаевна хăй те килме пултарать, анчах çынсене пухмалла вĕт-ха, малтан организацилле ĕçсене туса ирттермелле. Пирĕн пата семинара Сăкăтри вулавăшра ĕçлекен хĕрарăм килчĕ, вăл мана питĕ пуçаруллă çын пек туйăнчĕ. Елчĕкре çак ĕçпе краеведени музейĕн директорĕ питĕ кăсăкланать, вăл та семинар ирттерме пулăшма пултарать.
Мускавран Тав хучĕ килчĕ
Эпир хамăр хулари краеведени музейĕпе те тачă çыхăну тытатпăр. Нумаях пулмасть музей директорĕ Маргарита Филимоновна Данилова пулăшнипе пысăк курав ирттертĕмĕр. Унта хам ĕçсене, ачасен ĕçĕсене тăратрăмăр. Çав ĕçсенчен чи лайăххисене Шупашкара илсе кайрĕç, кайран - Мускава. Тĕп хулан Ильинка районĕнче августăн 2-мĕшĕнче "Матери и дочери Чувашии, вместе сохраним и сделаем наш мир краше" ятпа выставка уçăлнă. Унта Чăвашран питĕ нумай ĕç илсе кайнă. Шутлăр-ха: чăваш культурине сыхласа хăварас тесе Мускавра мероприяти ирттернĕ! Кунта Республикăри хĕрарăмсен канашĕн тÿпи пысăк. Мускавран ман ятпа çырнă Тав хутне илсе килсе пачĕç. Ачасемпе пĕрле питĕ савăнтăмăр.
- Мускав çыннисем эсир ăсталанă мĕнле япаласене курса тĕлĕннĕ;
- Тĕрлĕрен салфетка, чăваш тумне тăхăнтарнă пуканесем, хĕр-упраç пуçне çыхмалли масмаксем, мăй çыххисем, тухьясем тата ытти те. Пирĕн шкулта чăваш чĕлхи учителĕсем час-часах чăваш культурине кăтартас тесе мероприятисем ирттереççĕ. Ара вĕсене тумтирсем кирлĕ-çке-ха. Эпир тĕрлесе, çĕлесе хатĕрлетпĕр те ĕнтĕ чăвашсен тумтирĕсене. Акă ку хĕрачасен пуçа тăхăнмалли тухйийĕ, пуçне çекĕлпе çыхнă, умне шăрçапа илемлетнĕ, икĕ айккипе сулăсем çакăнса тăраççĕ. Çакна 8-мĕш класра вĕренекенсем турĕç. Пысăкрах ĕçсене икшерĕн тăваççĕ, пĕчĕкреххисене – кашни хăй тĕллĕн. Çак мăй çыххине кашни ача хăй тунă. Сĕтел çи виттине 4 ача тĕрлерĕ.
- Сĕтел çи витти çинчи тĕрĕ те чăвашсеннех-и;
- Чăвашсен. Евгения Жачева, чăваш тĕррисене тĕплĕнрех тĕпчесе пĕлес тĕллевпе Санкт-Петербургри этнографи музейне çитнĕ. Мĕнле тирпейлĕ тунă унчченхи чăваш хĕрарăмĕсем хăйсен ĕçĕсене тесе тĕлĕннĕ вăл унта. Чи авалхи чăваш тĕррисем пирĕн республикăри музейра çук, Питĕрти этнографи музейĕнче кăна упранаççĕ. Пĕр эрне хушши, лупа витĕр пăхса, тĕпченĕ вăл авалхи чăваш тĕррисене.
Акă ку çăкăр-тăварпа чысламалли рушнике, ачасем вирьялсен культурине пĕлччĕр тесе, вĕсен сурпанĕ çинчи тĕрĕпе илемлетрĕмĕр, вĕçĕсене хамăр алăпа çыхнă шерепесемпе капăрлатрăмăр. Вирьял тĕррин хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур. Сурпана вĕтĕ эрешсемпе, вĕçĕсене çавракаллă шерепесемпе илемлетрĕмĕр. Ку ĕçпе эпир проект та çыртăмăр. Çак проектпа республикăри Олимпиадăна хутшăнса 8-мĕш класра вĕренекен вырăс хĕрачи Лаптева Таня 10 балран 8,5 балл илчĕ.
Чăваш тĕррине азербайджансем те кăмăллаççĕ
- Ку шкулта тĕрлĕ халăх ачисем вĕренеççĕ терĕмĕр-ха. "Пире чăваш тĕрри нимĕн тума та кирлĕ мар!" - тесе каламаççĕ-и вĕсем;
- Çук, каламаççĕ. 7-мĕш класра азербайджан хĕрачи вĕренет. Ăна эпир вырăс ячĕпе Соня тесе чĕнетпĕр. Пĕлтĕр юлашки чĕрĕкре чăваш тĕрри тĕрлетпĕр те, вăл мана çапла калать: "Кăçал асаннепе кукамай патне каникула кайсан вĕсене хам тĕрленĕ чăваш тĕррине кăтартатăп, вĕсем мана хамăр енчи кĕпене çĕлеме вĕрентетпĕр тесе каланăччĕ". "Санăн кунта аннÿ пур вĕт-ха, вăл вĕрентмест-им вара;" - тетĕп. "Вăл кукамайсем пекех пĕлеймест", - тет. Питĕ интересленсе вĕренет хĕрача.
- Чикан ачисем вĕренмеççĕ-и ку шкулта;
- Çук. Ытларах таджик, эрмен ачисем. Вĕсем пĕрремĕш класа килнĕ чухне пĕр сăмах та вырăсла пĕлмеççĕ, вара пуçламăш классенчи учительсен вĕсене малтан вырăсла калаçма вĕрентме тивет. Вĕсене çăмăлрах, интереслĕрех пултăр тесе чăваш юмахĕсене, халапĕсене вырăсла каласа калаçма вĕрентеççĕ.
- Ку кабинетра çĕвĕ машини нумай, кашни вĕренекенех çитет пулĕ;
- Тĕрĕссипе каласан, ку кабинет, хулари ытти шкулсенчипе танлаштарсан, чи пуянни тесен те йăнăш пулмасть. Пĕлтĕр кăна наци проекчĕпе 10 çĕвĕ машини, пĕр оверлок килчĕ.
Апат-çимĕç пĕçерме те вĕрентетпĕр
Ĕç урокĕсенче хĕрачасене малашнехи пурнăçра çемьеллĕ, ача-пăчаллă пулсан килти хуçалăхра мĕн тумаллине вĕрентме пур майсем те пур çак кабинетра. Кăçал пире апат-çимĕç пĕçермелли пÿлĕм туса пачĕç. Газ плити, сивĕтмĕш, микроволновка, сĕтелсем - пурте пур. Хальхи вăхăтра килте усă куракан япаласемпе апат-çимĕç пĕçерме вĕрентесшĕн. Апат-çимĕç пĕçермелли уроксенче теорипе вĕренмелли те пур, практикăра вара чăваш, тутар апачĕсемпе паллашатпăр. Мĕнпе уйрăлса тăрать чăваш апачĕ тутар апатĕнчен, юнашарти ытти регион халăхĕсен апат-çимĕçĕнчен; Сăмахран, çармăссен апатĕнчен; Е тата марисемпе хутăшса кайнă Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансен апатĕнчен;
- Сăмахран, вирьялсем ытларах мĕн çиеççĕ;
- Иртнĕ саманара чăвашсем какай сахал çинĕ-çке-ха. Пысăк уявсенче кăна. Апата ытларах пахча çимĕçрен хатĕрленĕ. Тутарсемпе юнашар пурăнакан Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă тăрăхĕнчи халăх апатĕнче какай та пулнă.
- Паян миçемĕш классемпе урок ирттермелле;
- Çиччĕмĕш класпа чăваш апачĕсене пăхса тухатпăр, саккăрмĕш класпа чăваш тĕрри тĕрлетпĕр: тăватă хĕрача сĕтел çи витти тĕрлеççĕ, ыттисем Канаш хулин гербне хут çине ÿкернĕ эскиз çинчен пусма çине куçараççĕ.
Паллă çынсемпе паллашни те усăллă
Чăваш тĕрри мана питĕ кăсăклантарать. Пĕрремĕш семинара кайса килтĕм те, хама чăваш культурине пĕлмен çын шутĕнче туйрăм. Хам Чăвашра çуралса ÿснĕ, атте-анне, асатте-асанне, кукаçи-кукамай - пурте чăвашсем, чăваш культурине вара пĕлменпе пĕрех. Евгения Николаевна мана, юлашкинчен ун патне кайсан, Трофимов çырнă кĕнекене парса ячĕ. Ăна пĕтĕмпех чăваш тĕррине халалланă: унăн историйĕ, анатри чăвашсен, тури чăвашсен тĕррийĕсем авал мĕнле пулнă - çавсене пĕтĕмпех çырса кăтартнă. Çав кĕнекере вĕренмелли, тавра-курăма ÿстермелли питĕ нумай.
2011 çулта Шупашкарта Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенсен хушшинчи "Сотрудничество без границ" текен выставка пулчĕ. Канаш хула делегацийĕн йышне мана та кĕртрĕç. Çав куравра эпĕ чăваш халăх культурине сыхласа хăварас енĕпе çине тăрса ĕçлекен Мария Симаковăпа паллашрăм. Вăл çамрăк мар ĕнтĕ, 80-ран иртнĕ, мана хăйĕн кĕнекине парнелерĕ: "Ку кĕнекене çÿлĕк çинче выртма мар, ачасене вĕрентнĕ чухне усă курма паратăп", - терĕ. Çав тери лайăх кĕнеке. Тепре Шупашкара кайсан Атăл хĕрринче Елизавета Нухратпа паллашрăм, вăл та мана хăйĕн кĕнекине парнелерĕ, унта чăваш кĕпине мĕнле тĕрĕс çĕлемеллине питĕ тĕплĕн çырса кăтартнă. Шупашкарти художество музейĕн этнографи уйрăмĕнче ĕçлекен Иванов-Орковпа тачă çыхăну тытатăп. Унăн "Символика. Цвет. Узоры" кĕнеки те ман ĕç сĕтелĕ çинче. Ачасене эпĕ çак кĕнекесен авторĕсем çинчен каласа паратăп, вĕсен пултарулăхĕпе паллаштаратăп.
Мĕн вăл "тевет";
- Галина Арсентьевна, эсир хăвăра валли чăваш кĕпи тĕрлемен-и;
- Тĕрлемелли нумай юлмарĕ ĕнтĕ. Çанă çинчи тĕрре хултăрмач тетпĕр, çавна тĕрлесе пĕтерсен малтан Евгения Николаевнăна кайса кăтартасшăн: пур тĕррине те тĕрĕс тунă-ши; Илемĕшĕн кăна тăрăшмастăн вĕт-ха, пурте тĕрĕс пултăр тетĕн. Ачасене ăнлантармалла пултăр: кăна çапла тĕрленĕ, кăна капла çĕленĕ.
- Чăваш хĕрарăмĕсем, кĕпесĕр пуçне, саппунне те тĕрленĕ-çке;
- Саппунне тĕрленĕ, пуçтармалли кăна юлнă. Тата эпир теветне тума пуçланă ачасемпе...
- Ку сăмаха пурте пĕлмеççĕ пулĕ, мĕне пĕлтерет вăл;
- Тевет тесе чăваш хĕрарăмĕсен сылтăм хулпуççи урлă çакмаллине каланă. Хĕрарăмăн пурнăçĕ, пуянлăхĕ, шăпи, телейĕ - вĕсене пĕтĕмпех унăн тумтирĕ çинчен пĕлме пулнă. Ансăртарах вăрăм хăмач илнĕ те, ăна шăнкăр-шăнкăр вак укçасемпе, шăрçасемпе, тĕрĕсемпе илемлетнĕ. Чăваш хĕрарăмĕ илем-лĕхшĕн те тăрăшнă-çке-ха.
Эпĕ хамăр ялтан хушпу илсе килтĕм, ăна тĕпчесе пĕлсе проект çыртăмăр. Ăна пăхса пуканене тумлантартăмăр. Ялтан илсе килнĕ хушпăва франци укçисемпе илемлетсе тунă. Ку хушпу хамăр ял хĕрарăмĕн кукамăшĕн пулнă. Кукамăшĕ Патăрьел тăрăхĕнчи Упамса ялĕнче пурăннă. Анне мана хăйĕн хĕр чухнехи мăй çыххине пачĕ, кĕмĕл укçасенчен тунăскерне. Унтан кукамай арчинчен вăл çамрăк чухне тĕртнĕ пиртен çĕленĕ кĕпине те парса ячĕ: "Ху кăна мар, ачусем те упраччăр çакна", - терĕ. Пирĕн шкулта чăваш чĕлхи кабинетĕнче пĕчĕк музей пур. Аттепе анне пĕрлешнĕ чухне анне тăхăннă кĕпепе саппуна çав музейра çакса хутăмăр. Кунта тĕрĕсем, сурпансем вырнаçтартăмăр. Ачасем пĕлччĕр, чăваш культурипе паллашчăр. Эпир чăваш чĕлхине вĕрентекен учительсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлетпĕр. Маларах асăннă "Культурăсен диалогĕ" проекта пурнăçлас тĕллевпе ачасене чăваш культурипе кăна мар, вырăс, тутар, эрмен, азербайджан, таджик культурипе, ытти наци культурисемпе паллаштаратпăр. Пĕр-пĕрин культурине пĕлни ачасем хушшинчи туслăха çирĕплетме пулăшать вĕт-ха.
- Тавах сире ырă калаçушăн, ĕçре малашне те ÿсĕмсем сунатăп.
- Хăвăра та тав пирĕн пата килнĕшĕн.
В. ЛАПИН
ыйтса пĕлнĕ.