04 октября 2013 г.
Республикăра çĕнĕ шкул е çурт-йĕр, е пĕр-пĕр сооружени уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнасси йăлана çирĕп кĕчĕ. Виçĕм кун Михаил Васильевич Канаш хулипе Патăрьел районĕнче ĕçлĕ тĕл пулусем ирттерчĕ.
Канашхула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Людмила Иванова кунта юлашки çулсенче çĕнĕ ача сачĕ вуçех туманнине пĕлтерчĕ. Малашне вырăнти хыснаран уйăрма та майсем пулаççĕ. Вакунсем юсакан тата автоагрегат завочĕсем паян лайăх ĕçлеççĕ.
Канашра – 15 садик, вĕсене 2852 ача çÿрет. Черетре 3 çула çитмен 1906 пепке, 906-шĕ – 1,5-3 çулсенче. 3-7 çулсенчисем пурте шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче кун кунлаççĕ. "Малашне çулталăк çурăран иртнĕ ачасен ашшĕ-амăшĕн кăмăлне те тивĕçтерĕпĕр. Сăмах тытатпăрах", – терĕ Михаил Игнатьев.
19-мĕш садике "Строитель Плюс" ООО фирма пĕлтĕр хута янă. Кăçал ăна обществăран 120 млн тенкĕпе туяннă.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вячеслав Александров, "Строитель Плюс" ООО директорĕ Владимир Фарбер кунашкал ача сачĕ Шупашкарта та сахаллине палăртрĕç.
– Чăнласах çапла, çирĕплетрĕ унăн ертÿçи Елена Моргаева. –Ачасем мĕн пĕчĕкрен бассейнра ишес ăсталăха алла илĕç. Компьютер класĕнче электрон техника вăрттăнлăхĕсемпе паллашĕç. 15 ушкăнра 292 пепке валли мĕн кирли кунта йăлт çителĕклĕ. Чĕлхи уçăлса-аталанса çитеймен ачасемпе ăста логопедсем уйрăммăн ĕçлĕç.
Елена Владимировна кĕçĕн çултисемпе 30 çул ытла вăй хунăран – опычĕ пысăк. Вăл Михаил Васильевича садик республикăра чи лайăххисенчен пĕри пуласса шантарчĕ.
Патăрьел районĕнчи Тутар Сăкăтĕнче пĕр хутлă пĕлÿ çуртне йывăçран 40 çул каяллах хăпартнă. Унтанпа вăл самаях йăшнă. Ăна çĕнĕрен тăвасси пирки çирĕм çул каяллах калаçма тытăннă, анчах укçа-тенкĕ çитменни ура хунă.
Уява ял халăхĕ йышлă пухăннă. Пĕри те тепри: "Юмахри пекех туйăнчĕ. Çурт çулталăк хушшинчех çĕкленнĕ. Строительсем ун пек хăвăрт ĕçлессе кĕтменччĕ", – теççĕ. Халĕ кашниех РФ Президенчĕ Владимир Путин палăртнă патшалăх политики ăнăçлă пурнăçланнине çирĕп ĕненет.
Çĕнĕ пĕлÿ çурчĕ пур енĕпе те хăтлă. Вĕренÿ класĕсем ирĕклĕ, çутă. Спорт залĕнче çăвăнмалли пÿлĕм те пур. Стадион, хоккеистсем, гимнастсем, баскетболпа волейбол вăййисене кăмăллакансем валли те ятарлă вырăнсем хатĕрленĕ.
Виçĕм кун кунта 174 ача вĕренме тытăнчĕ. Çуртăн сулахай енчи пайĕнче 40 ача валли садик вырнаçнă. 2015 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çулталăк çурăран иртнисене те садикпе йăлтах тивĕçтерессе пĕлтерчĕ Михаил Васильевич.
В.ВАСИЛЬЕВ.