АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Театр – ĕмĕрлĕхе

02 октября 2013 г.

 "Эпир кунта артист мар, артистран та кая мар..." Такмакри çак сăмахсене Ямаш ялĕнчи драма кружокне çÿрекенсем пирки каланăн туйăнать.

"Ямаш ен" ушкăн культура çурчĕ çумĕнче тăхăр çул каялла йĕркеленнĕ. Пĕр-ремĕш спектакле Маргарита Краснова директорта ĕçлеме пуçласан хатĕрленĕ. Унтанпа кашни уявра е çулталăкри пĕр-пĕр паллă кун тĕлне ял артисчĕсем çĕнĕ ĕçпе сцена çине тухаççĕ. Ямашсен репертуарĕ çулран çул пуянлансах пырать. "Вĕрентеççĕ арăмсем", "Судра", "Ульха кинĕн виçĕ кинĕ", "Пурăнатпăр-ха, вилместпĕр", "Кушка пуçа куршанкă çыпăçмасть" тата ытти пьеса сăнарĕ "чĕрĕлсе" халăх умне тухать. Е.Федорова, И.Якимова, Н. Александрова, Н.Артемьев, Н.Михайлова, А.Дмитриева, З.Павлова, Г.Александрова, С.Максимов т. ыт. те ĕненмелле, чăн пурнăçри пек ăста выляççĕ. Спектакльсемпе кÿршĕ ялсене тухса çÿреççĕ, районта, республикăра иртекен конкурссене хутшăнаççĕ.

Культура ĕçченĕсенчен йĕркеленнĕ йышра театр ăсталăхĕ енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ çын çук. Хăйсемех тивĕçлĕ тумсене шухăшласа кăлараççĕ, сценăна илемлетеççĕ, рольсене калăплаççĕ... Артисчĕ те, режиссерĕ те хăйсенех пулма тивет.

Сĕнÿ-канашпа пулăшаканни – Николай Павлов. Вăл музыка училищинче театр уйрăмĕнче вĕреннĕ, 20 çула яхăн Çĕнĕ Шупашкарти халăх театрĕнче вылянă. Драмăсенче, камитсенче тĕрлĕ сăнара калăпланă. Уйрăмах килĕшекенни – "Уйăх тулнă каç" пьесăри Якку. Николай Анатольевич тивĕçлĕ канăва тухсан тăван ялне Пратьякас Енĕше куçса килнĕ. Кунта та чун çимĕçне тупнă, драма кружокне çÿреме пуçланă. "Театр вăл ĕмĕрлĕхе, – тет Н.Павлов. – Шел, ял халăхне çак ĕçе явăçтарма питĕ йывăр. Спектакльсене курма килекен те сахал. Хальхи вăхăтра çынсем уйрăм пулма тăрăшаççĕ çав. Телевизор умне кĕрсе лараççĕ те... Клуба килсе çынсемпе калаçсан манăн чун уçăлать, вăй хушăнать".

И.СЕРГЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика