02 октября 2013 г.
Ачаран çĕр çинче ĕçлесе ÿснĕ çынна мĕн ĕмĕр тăршшĕпех çĕр хăй патне туртать. Çакнашкал çын ватăлсан та ĕçлемесĕр пурăнаймасть, пахча çимĕç лартса ÿстерет, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет.
Шуркасси ялĕнче пурăнакан хисеплĕ ватă Елизавета Евстафьевна Ипатьева август уйăхĕнче 80 çул тултарчĕ. Вăл Çĕрпÿ районĕнчи Мăн Тивĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1954 çулта Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтерсен çамрăк специалиста Канаш районĕнчи "Большевик" колхоза агроном пулса ĕçлеме янă. Хăйĕн ĕçне юратса тунă Елизавета Евстафьевна, хуçалăх тыр-пул ÿстерсе пысăк тухăç илтĕр тесе нумай тăрăшнă. 33 çул пĕр улшăнмасăр ĕçленĕ вăл çак ĕçре. Тивĕçлĕ канăва тухсан та килте ларман, халăхпа пĕрле колхоз ĕçĕсене тунă çĕре хутшăннă.
Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн тата ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн Е.Ипатьевăна "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ятпа чысланă.
1955 çулта пултаруллă пике Шуркасси йĕкĕчĕпе Сергей Ипатьевпа çемье çавăрнă. Мăшăр çичĕ ача çуратса ÿстернĕ. Шел те, Елизавета Евстафьевнăн мăшăрĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Хĕрарăма ачасене пĕччен ура çине тăратма çăмăл пулман. Апла пулин те пуçа усман, малалла тапăлтатнă, ачисене вĕрентсе çын тума тăрăшнă. Халĕ аслисем Шупашкарта тĕпленнĕ, пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Люся ятлă хĕрĕ бригадир пулса, Лия экономистра ĕçлеççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Саша амăшĕ пекех Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтернĕ.
Пилĕк ывăла салтака парса тĕрĕс-тĕкел кĕтсе илнĕ. Вĕсем çарта чухне амăшĕн чунĕ мĕнлерех çуннă-ши тата; Халĕ ачисем хăйсен çемйисемпе канмалли кунсенче амăшĕ патне васкаççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ çемйипе ялтах пурăнать. Вĕсем амăшне куллен пулăшса тăраççĕ. Сакăр мăнукĕпе, пĕр кĕçĕн мăнукĕпе чун-чĕререн савăнать Елизавета Евстафьевна.
Паянхи хисеплĕ ватă çамрăк чухне тĕрлĕ хулана çитсе килнĕ. Нумай пулмасть вара Белоруссие кайса курчĕ.
Л.ФИЛИППОВА.
Шуркасси ялĕ.