02 октября 2013 г.
Иртрнĕ эрнере Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ ĕçлĕ çул çÿревпе Канаш тăрăхĕнче пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владислав Софроновпа пĕрле Киров ячĕллĕ хуçалăхра "иккĕмĕш çăкăра" пухса кĕртесси, çĕнĕ сĕт-çу ферми тăвасси мĕнле пынипе паллашнă.
Хальхи вăхăтра ку хуçалăхра çĕр улми 20 гектар йышăнать. Çĕр улми кăларнă çĕре хуçалăх ĕçченĕсемпе ял çыннисем тухнă. Сергей Владимирович çĕнĕ ферма тунă çĕре те çитсе курнă.
С.Павлов шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсене те уяв ячĕпе саламланă.
Хамăр инф.