АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăш урам, хăш çурт илемлĕрех?

27 сентября 2013 г.

 Хамăр çуралса ÿснĕ, пурăнакан вырăнтан хаклăраххи, чуна çывăхраххи нимĕн те çук. Тем пек чаплă, пуян çĕршывра пулса курнă çынсем тăван тăрăхра пурпĕрех лайăхрах пулнине калаççĕ. Апла тăк тăван çĕре, киле упрамалла, ăна япăхма памалла мар.

Кирек хăш ял тăрăхĕнче те хамăр пурăнакан вырăна тирпей тата илем кÿрессине тĕпе хураççĕ, унсăрăн мĕнле-ха. Хăтлă çĕрте пурăнас та килет. Çакна кашни çын ăнлансан, чăн та, пирĕн ялсем çăтмах пахчиех пулмалла-тăр. Çук çав, лайăх япăхсăр, япăх лайăхсăр пулмасть. Пĕри урам, ял таса пултăр тесе тăрăшать пулсан, тепри килти ăпăр-тапăра урама тухса пăрахать.

Юлашки çулсенче районти ялсенче çÿп-çап пуçтарассине те йĕркелерĕç, апла пулин те çакна йывăррăн хăнăхатпăр мар-и; Ăпăр-тапăра миххе пуçтарса пырас килмест, çырмана кайса пăрахсан куç умĕнчен тасалать.

Ялсене тирпей тата илем кÿрес тĕллевпе районта çулсеренех смотр ирттереççĕ. Конкурса уйрăм çурта, ял урамне, яла сăнлакан ĕçсене тăратма юрать. Кăçал çакнашкал тупăшăва август уйăхĕнче пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсене, паллах, укçа-тенкĕпе хавхалантарнă. Камăн кил-çурчĕ, хăш ял тата мĕнле урам сумлă ята тивĕçнĕ-ши ку çулта; Хаваспах паллаштаратпăр.

Энтрияль ял тăрăхне кĕрекен Хыçалкасри Çамрăксен урамĕнче пурăнакансене тав сăмахĕ каламалла. Кунти çынсем хăйсен урамне те, ялне те чунтан юратни куç кĕрет. Çавăнпах Çамрăксен урамĕ 5 пин тенке тивĕçнĕ те. Иккĕмĕш вырăна Çеçпĕл ялĕнчи Çеçпĕл урамĕ (3 пин тенкĕ, Çеçпĕл Мишши çуралса ÿснĕ урам) тухнă. Виççĕмĕш вырăнта – Çĕнĕ Шелттемри Гагарин урамĕ (2 пин тенкĕ). Шелттемсем хăйсен кÿршисенчен тирпейлĕ пулни вырăна çитсен тÿрех курăнать.

Социаллă сферăри учрежденисем хушшинчи малти виçĕ вырăна Шăхасанти "Хĕлхем" ача сачĕ (5 пин тенкĕ), Уçырмари "Хĕвел" ача сачĕ (3 пин тенкĕ), А.И.Миттов ячĕллĕ Сиккасси вăтам шкулĕ (2 пин тенкĕ) йышăннă.

Кану вырăнĕ тата чечек пахчи йĕркелессипе Карăклăри Петровсем, Вăтапуçĕнчи Платоновсем тата Маякри культура çурчĕ мала тухнă. Укçа суммине вырăнсем тăрăх çÿлерех палăртнă пекех уйăрнă.

Кил-çурт умĕсене тата хуçалăхри çĕр участокĕсене чечекпе капăрлатассипе Уçырмари Матвеева Р.И. (5 пин тенкĕ), Сиккассинчи Вазинге Н.А. (3 пин тенкĕ), Ухманти Григорьева В.Н. (2 пин тенкĕ) хуçалăхĕсем чи лайăххисем пулнă.

Район конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ пулнă çурт, урам, ял республика конкурсне те хутшăннă. Кану вырăнĕ тата чечек пахчи йĕркелессипе Карăклăри Петровсем республикăра виççĕмĕш вырăн йышăннă.

С.НИКОЛАЕВ,

районăн тĕп архитекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика