АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрăсем нумайланнă

27 сентября 2013 г.

  Районти шалти ĕçсен пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, Канаш енре уйрăм çуртсене çаратасси ÿснĕ. Вăрланă фактсенчен ытларахăшĕ çуллахи тапхăрта кăна усă куракан, нумайлăха тимлĕхсĕр хăварнă уйрăм çуртсемпе çыхăннă. Çуртсемпе хваттерсене, тĕпрен илсен, алăк çĕмĕрсе кĕреççĕ. Вăрăсене тем те илĕртет: аппаратура, электроинструментсем, тумтир, укçа-тенкĕ, хаклă металлран е чулсенчен тунă япаласем.

Районти полицин уголовлă шырав пайĕ кил хуçисем инкек ан курччăр тесе хăрушсăрлăх мерисене шута илме ыйтать: çуртран нумай вăхăтлăха тухса каятăр пулсан питĕрме май пур чÿрече-алăка пурне те питĕрмелле. Кÿршĕсене хăвăр вăрах вăхăт пулмассине асăрхаттарăр, пÿртре е пахчара палламан çынсене курсан полицие пĕлтерме калăр. Хаклă япаласене хăвăрпа пĕрле илсе кайăр. Электроприборсен (телевизор, компьютер, видео тата аудиоаппаратура) сери номерĕсене çырса илĕр, çав хута ан çухатăр.

Çак мерăсене пăхăнсан вăрăсене тупма çăмăлрах. Анчах та пурлăха, киле шанчăклă хÿтлĕхпе тивĕçтерес тесен ведомствăра тăман хурал органĕсемпе килĕшÿ туса сигнализаци хатĕрĕсем вырнаçтарни аванрах.

Районти полицин уголовлă шырав пайĕ.

Ял тасалăхĕ хамăртан килет

Ял урамĕсене, çырма-çатрасене, пĕвесене, çул хĕррисене таса та тирпейлĕ тытса тăрас тĕллевпе вырăнти хăй тытăмлăх ĕçченĕсем çине тăрса ĕçлеççĕ. Уйăхсерен субботниксем йĕркелеççĕ, унта ял халăхне те хастар явăçтараççĕ. Вырăнти тавралăх илемĕшĕн еплерех тăрăшни çинчен пире Уçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Иванов каласа кăтартрĕ.

– 2006 çулта (çав çул Валерий Тимофеевич ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлеме тытăннă) çырма-çатрасенче питĕ нумай çÿп-çап выртатчĕ. Çав çулах çÿп-çапа тасатас тĕллевпе ялти КАМАЗ водителĕпе Михаил Николаевич Гавриловпа килĕшÿ туса хула свалкине турттарма пуçларăмăр. Талонĕсене свалка хуçисенчен илеттĕмĕр. Çак меслетпе усă курса пĕр-икĕ çул хушшинче çырмари çÿп-çапа пуçтарса тирпейлерĕмĕр. Ку ĕçе пурнăçлама ял администрацинче, клубра, садикре, шкулта тăрăшакансем тата ял халăхĕ хастар хутшăнчĕ. Канашри ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ туса тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçе ĕçсĕр çынсене те вăхăтлăх явăçтартăмăр. Çакна пĕтĕмпех вырăнти бюджет укçипе пурнăçланă.

2011-2012 çулсенче ял халăхĕн пуçтарăннă çÿп-çапне илсе тухма, депутатсем тăрăшнипе, çынсенчен 150-200-шер тенкĕ укçа пуçтарнă. 2012 çулта ял территорийĕнчен пурĕ 500 кубла метр çÿп-çап тиесе тухнă, çак ĕçе пурнăçлама "Приволжская экологическая компания" тулли мар яваплă пĕрлĕхпе килĕшÿ тунă. Пĕр кубла метр çÿп-çапа вĕсен техникипе илсе тухма 310 тенкĕ тÿленĕ. Çÿп-çапран тасалма пĕтĕмпе 150 пин тенкĕ укçа тăкакланă, вăл шутран 50 пин тенки халăхран пуçтарни пулнă.

2013 çулхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа çÿп-çапа çĕнĕ меслетпе илсе тухма пуçларăмăр. Çынсем райпо лавккисенчен тата "Василек" магазинтан 25 тенкĕ тÿлесе 60 килограм кĕрекен полиэтилен пакетсем туянаççĕ. Пакет çинче "ПЭГăн" логотипĕ пур. Пуçтарăннă çÿп-çапа çынсем уйăх вĕçĕнчи юлашки эрне кунĕнче хăйсен умне, çул хĕрне тултарса тухса лартаççĕ. Уйăхра пĕрре "ПЭГăн" ятарлă транспорчĕ килет те çак михĕсене хăйсен вăйĕпе тиесе тухса каять. Ку меслетпе ĕçлеме пуçланăранпа ял тăрăхĕнче çÿп-çап сахалланчĕ.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне (нарăс уйăхĕнчен пуçласа) Уçырма ял тăрăхĕнчен пĕтĕмпе 723 михĕ çÿп-çап илсе тухнă. Вăл хулари свалкăна ăсаннă. Çак меслетпе ĕçлеме пуçличчен кăрлач уйăхĕнче 45 кубла метр ĕлĕкхи свалка тĕпĕсене тасатса тухнă. Унсăр пуçне ака-çу уйăхĕсенче тепĕр 120 кубла метр çÿп-çапа уйрăм çынсен вăйĕпе илсе тухнă. Свалкăна кĕмелли талонсемпе ял халăхне ял администрацийĕ тивĕçтернĕ. Пĕр талонĕ 235 тенкĕ те 50 пус тăрать. Укçине талонсемшĕн уйрăм çынсем хăйсем тÿленĕ.

Çÿп-çап тĕрлĕ урамра тĕрлĕрен пуçтарăнать. Анализ кăтартăвĕсем çапларах: чи нумаййи К.Маркс урамĕнче – 104 михĕ, Московская урамра – 94 михĕ, Полевая урамра – 84 михĕ, Канашская урамра – 63 михĕ, Гладкова урамĕнче – 58 михĕ, Ленина урамĕнче – 57 михĕ. Ытти урамсенче сахалтарах пуçтарăнать. Вăл урамсем кĕскерех, çыннисем те сахалтарах пурăнаççĕ. Хăшĕ-пĕрисем çÿп-çапа тухса пăрахмаççĕ, выльăх-апачĕ пĕçернĕ çĕрте усă куратпăр тесе калаççĕ.

Кашни çул юр кайса пĕтнĕ пĕтмен ял халăхĕ хăй пурăнакан кил умне тасатма тухать. Çак ĕçе пуçласа Ленин урамĕнче пурăнакансем тухаççĕ. Субботнике пуçараканĕ – Уçырма ял тăрăхĕн депутачĕ Юлия Николаевна Николаева. Çул-йĕр кăштах типсессĕн, каллех вырăнти депутатсен пуçарăвĕпе, ял халăхĕ ача-пăча вылякан площадкăсене тасатма тухать. Вĕсем Ленин, Канашская, Полевая урамсенче пур. Çак вырăнсене ял халăхĕ уйрăмах лайăх тытса тăрать.

Унсăр пуçне кашни уйăхрах субботниксем тăватпăр. Çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пĕтĕмпе 50 субботник ирттернĕ. Субботниксене администраци ĕçченĕсемпе пĕрле ял халăхĕ те хастар хутшăнать. Тасалăх кунĕнче çул, çырма-çатра хĕрринче выртакан çÿп-çапа пуçтарса михĕсене тултаратпăр. Пирĕн тăрăха, хула çывăхĕнче вырнаçнă май, тепĕр чухне предпринимательсем лавккасенче пуçтарăннă çÿп-çапа çул хĕррисене тата посадка çумĕсене килсе тăкса хăвараççĕ. Çав йĕркене пăсса "йĕркеленĕ" свалкăсене те хамăр вăйпах тĕп тума тивет.

Çулсерен ялти масара Çимĕк умĕн тата хыççăн кайса тасататпăр. Çак ĕçе ялти социаллă сфера ĕçченĕсемпе пĕрле вырăнти ветерансен канашĕн ертÿçи Нина Михайловна Сергеева та активлă хутшăнать. Ял тасалăхĕ хамăртан килет, – тесе пĕтĕмлетрĕ калаçăва Уçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов.

А.МЯСНИКОВ çырса илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика