АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнле пурăнать Уçырма ял тăрăхĕ; Ун çинчен администраци ертÿçи Валерий Иванов каласа парать

27 сентября 2013 г.

- Паянхи кун Уçырма ял тăрăхĕнче 713 хуçалăхра 1863 çын пурăнать, - пуçласа ячĕ калаçăва Валерий Тимофеевич Иванов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. - Эпĕ ку ĕçе 2006 çулта пуçăннă, ун чухне 653 хуçалăхра 1819 çын пурăнатчĕ.

Уçырма ял тăрăхĕ - районта чи пысăккисенчен пĕри. Валерий Тимофеевич каланă тăрăх, юлашки çулсенче кунта çуралассипе вилесси танлашрĕ. Пĕлтĕр 23 ача çуралнă, 23 çын вилнĕ. Акă мĕн интереслĕ: 14 арçын вилнĕ, 14 ывăл ача çуралнă, 9 хĕрарăм вилнĕ, 9 хĕрача çуралнă.

Ял тăрăхĕн администрацийĕнче çамрăк çемьесене çурт-йĕр çавăрма тÿлевсĕр çĕр уйăрса парассипе те çине тăрса ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр 3 ачаллă 2 çамрăк çемье çĕр илнĕ, тата 4 çемье черетре тăрать.

- Юлашки вăхăтра тата тепĕр пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр эпир, - тет Валерий Тимофеевич. - Кĕлте çулĕпе Уçырма ялĕсен хушшинчи ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсене харпăр хăй валли çурт лартмалли категорине куçаратпăр. Мĕн пурĕ 462 çĕр участокĕ уйăрнă, 57-шне нумай ачаллă çемьесене паратпăр, 58 участок начар пурăнакан çемьесем валли.

- Çавăн чухлĕ çĕр лаптăкне кама параççĕ: хăвăр ялсене е Канаш хулинчен те килсе çурт лартма пултараççĕ-и;

- Аллă çиччĕшĕ хамăр ял тăрăхĕнче пурăнакан çемьесем валли. Ытти участокĕсене аукцион урлă сутатпăр. Малтан свидетельство туса хатĕрлетпĕр, çĕрĕсене колышкăсем çапса палăртса хăварса аукциона тăрататпăр. Çĕре ĕлĕкхи пек укçасăр пама пултараймастпăр. Кам хакне ытларах парать, вăл туянать. Çĕр ыйтакансем нумай.

Шевле поселок енче 50 участока, Уçырма масарĕ патĕнчи Кияшли текен вырăнта 31 участока хушма хуçалăх тытма арендăна патăмăр. Каярахпа çак çĕрсем çинче çурт ларма ирĕк паратпăр.

- Çĕре аукцион урлă сутса тунă укçа-тенкĕ ял тăрăхĕн бюджетне кĕрет-и;

- Малтан, çĕре кадастр паспорчĕ тутарса свидетельство илмесĕр сутнă чухне, укçан 50 проценчĕ района кайнă, халĕ пĕтĕмпех хамăр кассăна пырса кĕрет. Çак укçапа эпир çулсене юсатпăр, пĕвесене тасататпăр. Гладков урамĕнчи питĕ пылчăклă, шурлăхлă 750 метр тăршшĕ участока пĕлтĕр тăпра купаласа, икĕ айккипе канавсем чавса вĕтĕ чул сартăмăр. Çулсене юсама кирлĕ укçа-тенкĕн 35 процентне хамăрăн тупмалла, ыттине республика парать.

Эпир ялсенчи урамсене те виçтерсе межевани тутарса свидетельствăсем илнĕ. Урамсем пурте ял тăрăхĕ çинче шутланса тăраççĕ. Çурт-йĕр лартнă чухне кирпĕч, хăма, пĕрене е ытти стройматериал упрама кашни тăваткал метрне 11 тенкĕпе арендăна пама пултаратпăр.

- Валерий Тимофеевич, Кĕлте çулĕ те сирĕн ял тăрăхне кĕрет. Мĕнле пурăнать çак пĕчĕк ял;

- Ку ялта 45 хуçалăхра 91 çын пурăнать. Унта çитме хăй вăхăтĕнче çул çине асфальт сараймарĕç, вĕтĕ чул сарнă. Ял хушшинче 200 метр тăршшĕ çула çĕр купаланă, çитес çул, укçа-тенкĕ тупса, вĕтĕ чул сарасшăн. Унта ял варринчи икĕ пĕвене тасатмалла, укçи-тенки çитмест, укçинчен ытла техникине тупаймастпăр. Ял çумĕнче 4 пĕве, иккĕшне пулă ĕрчетме çак ялсенех арендăна панă.

Ялта выльăх-чĕрлĕх усракансем, вĕлле хурчĕ ĕрчетекенсем нумай. Çавăн пек ĕçлесе пурăнаççĕ кĕлтеçулĕсем.

Пирĕн клуб çумĕнче "Веселая детвора" ансамбль пур, çав пĕчĕк ачасемпе эпир çулла урамсем тăрăх концертсем кăтартса çÿретпĕр. Вырăнти депутатсем, вĕсемпе пĕрле çÿресе, хăйсен округĕсенче отчетсем туса параççĕ. Хам та ял тăрăхĕнче ĕç-пуç мĕнле пыни çинчен каласа паратăп.

Виçĕм çул та, кăçал та Кĕлте çулĕнче "Пĕчĕк ял уявĕ" туса патăмăр. Халăх çур çĕр çитиччен ташларĕ, юрларĕ.

- Уçырма ял уяне ирттерместĕр-им;

- Ирттеретпĕр. Уçырма пуçланса кайнăранпа 350 çул çитнине паллă тунăччĕ, виçĕм çул 365 çулне уявланăччĕ. Халăх питĕ нумай пухăнчĕ, магазинсем, буфетсем ĕçлерĕç, концерт та пулчĕ. Халĕ ялăн 370 çулне паллă тума шутлатпăр.

- Валерий Тимофеевич, Уçырма Канашпа сыпăннăпа пĕрех. Хулапа çывăх пулни ял пурнăçĕнче йывăрлăхсем кăларса тăратмасть-и;

- Йывăрлăхĕсем пур ĕнтĕ. Эпир ялти çÿп-çапа ("твердые бытовые отходы" тетпĕр) Атăл тăрăхĕнчи экологи компанийĕпе килĕшÿ туса турттарса каятпăр. Пирĕн урамсем питĕ илемлĕ, таса, хитре. Хулара кашни урамра çине-çинех çÿп-çап пухмалли контейнер ларать. Каяшне вара контейнера мар, ял çывăхĕнчи çулсен икĕ айккипе, вăрман хĕррине е посадкăсене михĕсемпе лартса хăвараççĕ. Хулари магазинсем те договор туса укçа тăкакласшăн мар, пĕтĕм çÿп-çапне, ăпăр-тапăрне ял çывăхĕнчи çырмасене пырса тăкаççĕ. Выльăх пусакансем те пырши-пакартине, пуç-урине Уçырма çывăхĕнчи çырмасене пырса пăрахаççĕ.Çавсене пĕтĕмпех пирĕн пуçтарма тивет.

- Ялсенче сăвакан ĕнесен шучĕ сахалланса пырать. Сирĕн таврара ĕçсем мĕнлерех;

- Эпĕ ĕçлеме пуçланă чухне, 2006 çулта, ялта 178 сăвакан ĕнеччĕ, паянхи куна 97. Ĕнесен шучĕ чакса пырать. Качака питĕ йышланса кайрĕ, сăваканнисем кăна 45 пуç. Кăкарман пирки, урамсем тăрăх çÿреççĕ, люцерна уйĕсене каяççĕ. Çынсем питĕ тарăхаççĕ, кăмăлсăр.

- Халăха медицина пулăшăвĕ парас ĕç мĕнлерех ял тăрăхĕнче;

- Виçĕм çул Уçырмара врач офисне уçрăмăр. Ăна 2008-мĕш çултах уçма палăртнăччĕ, ялти фельдшерпа акушер пункчĕн çурчĕ пĕчĕк пулнипе уçаймарăмăр. Офис уçма 200 тăваткал метртан кая мар кирлĕ. Вара ялти культура çурчĕн иккĕмĕш хутне йышăнтăмăр. Унта пĕр врач, 3 медсестра ĕçлет. Халăх питĕ кăмăллă, анчах чирлесен справка е бюллетень илме Шăхасана кайма тивет. Ача-пăча тухтăрĕ уйăхра 2-3 хутчен те килсе каять. Кунтах юн илеççĕ, сахăр тĕрĕслеççĕ, куç пусăмне те кунтах виçеççĕ.

Вăт çавăн пек, çынсемпе пĕр тан, пурăнатпăр.

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика